Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Спектакльпе - ялсем тăрăх

Культура учрежденийĕсен ĕçĕ кăткăс та интереслĕ. Унта тăрăшакансен ял халăхне культурăпа массăллă мероприятисене те явăçтармалла, район тата республика шайĕнче иртекен конкурс-фестивале те хутшăнмалла. Çĕнĕ çул тĕлне Мăн Вылăри драма коллективĕ хăйĕн репертуарне çĕнетсе район çыннисене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Иртнĕ кунсенче «Туй икерчи» камитпе Шураç, Кĕçĕн Тăван тата Тавăт ялĕсенче пулнă. Калас пулать, спектакльте культура ĕçченĕсемпе пĕрле вĕрентекенсем те, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем те, тивĕçлĕ канурисем те пур.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 декабря 2017
16:23
Поделиться
;