Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачана мухтани те кирлĕ

Кашни ача çут тĕнчене уйрăм çын пулса килет. Пĕрисем питĕ хăюллă, теприсем - çук, пĕрисем сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп, теприсем - хавшак. Çавăнпа та кашни ашшĕ-амăшĕн тĕллевĕ - ачана пурнăçра хăйне уçса пама пулăшасси. Çак тĕллеве пурнăçлама мĕн кирлĕ-ха;

Ман шутпа, чи малтанах ачана ниме пăхмасăр юратни, ăна Турă мĕнле панă çавăн пек йышăнни кирлĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачана мĕнле юратнине тĕпренчĕкĕ питĕ сисет. Çапла вара вăл хăйне шанчăклă, ăнăçлă, телейлĕ туять, хăйне тĕрĕс хак-лать. Хăйне шанни ăна пултарулăхне уçса пама тата ытларах май парать. Ачалăхра ашшĕ-амăшĕн юратăвне курманнисем вара хăйсем те юратма пĕлсех каймаççĕ, юратăва тĕрĕс йышăнма та пултараймаççĕ, хăйсене шанмаççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, ачана ăнăçлă çын тăвас тесен ашшĕ-амăшĕн хăй ачишĕн авторитет пулмалла. Сывă пурнăç йĕркине тытни, пĕлĕве ÿстерме ăнтăлни, ума тĕллевсем лартни тата лайăххине шанни - аслисенче çакă пĕтĕмпех пулмалла.

Амăшĕ хăйĕн туйăмĕсене ачине мĕн чухлĕ ытларах парнелет, вăл çавăн чухлĕ çирĕпрех ÿсет. Виççĕмĕшĕнчен вара, ашшĕ-амăшĕн вĕрентсе каланă сăмахĕсем вĕсен хăйсен ĕçĕсемпе, туйăмĕ- семпе пĕр килмелле. Ачасене тимлĕх уйăрни те малта пулмалла, унăн интересĕсене ăнланмалла. Ача ăна ашшĕ-амăшĕ ăнланнине туять пулсан, вăл чи малтан яланах вĕсенчен пулăшу ыйтать, юлташĕсемпе ытти пĕлĕшĕсенчен тата «урамран» мар. Ачана пурнăçпа пĕтĕмĕшле кăсăклантарни те вырăнлă: çынсемпе, çут çанталăкпа, пĕлÿпе. Çакă ăна хăйне кăна юратакан çын пулса ÿсессинчен хăтарать. Ачан интересĕсем тĕрлĕ енлĕ пулни ăна пурнăçра çынсемпе туслăрах пулма, хăйне çирĕпрех туйма пулăшать. Вăл яланах çĕннине пĕлме ăнтăлать. Ачана туслăх мĕнне вĕрентни ăна малашлăхра та пулăшĕ. Унăн шанчăклă юлташсем пулччăр тесен ăна тепĕр çынна ăнланма, пулăшма хатĕр пулма вĕрентмелле, хăйĕн айăпне йышăнма тата каçарма хăнăхтармалла. Çакна ашшĕ- амăшĕн хăйсен тĕслĕхĕпе кăтартмалла. Ачана мухтама та манмалла мар. Ăна çакă хавхалантарĕ çеç. Ача мĕнле пуласси йăлтах хамăртан килет.

Валентина ЯКОВЛЕВА,

Ураскилтри «Асамат кĕперĕ» ача сачĕн воспитателĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 января 2018
15:58
Поделиться
;