Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи пĕрремĕш вулакана палăртнă

Кĕнекепе туслă çыннăн тавракурăмĕ пысăк, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен те пуян вăл. Элĕкри тĕп библиотека «Çулталăкăн пĕрремĕш вулаканĕ» акци ирттернĕ. Унпа килĕшÿллĕн кăçал библиотекăна пуринчен те малтан кĕнеке-журнал илме килнĕ вулакана чысланă. Вăл - Тури Выла ялĕнче пурăнакан Зоя Степанова. Библиотека ĕçченĕсем ăна парне парса хавхалантарнă. Зоя Михайловна 30 çул кĕнеке туслă. Çак тапхăрта вăл вун-вун кĕнеке вуланă, библиотека ирттерекен мероприятисене те хастар хутшăннă. Хăй те библиотека ĕçченĕ пулнă май халăха кĕнекепе туслаштарас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти ирттертет, кĕнеке куравĕсем йĕркелет. Унсăр пуçне З.Степанова обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 января 2018
15:58
Поделиться
;