Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Географи тунсăхлама памасть

Мăн Ямашри вăтам шкулта тĕрлĕ предметпа вунăкунлăхсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Нумаях пулмасть географи вунăкунлăхĕ иртрĕ. Ăна географи вĕрентекенĕ Ирина Васильевна Белецкая ертсе пычĕ. Вăл ачасем предмета юратса вĕренччĕр тесе нумай тăрăшать. Тĕрлĕ вăйă, олимпиада, викторина ирттерет.

Вунăкунлăха кашни ачах хутшăнма тăрăшрĕ. Чи малтанах «Тĕлĕнмелли юнашар» кĕнеке куравĕ йĕркелерĕç. Пиллĕкмĕш классем хушшинче «Эпир географие тишкеретпĕр» интелектуаллă вăйă иртрĕ. Кунта К.Григорьев çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Улттăмĕшсем «Непоседа» тата «Апельсин» ушкăнсем йĕркелесе КВНра тупăшрĕç. Ÿкерме юратакансене «Кирек хăçан та çанталăк лайăх» конкурс килĕшрĕ. Кунта В.Илдера çитекенни пулмарĕ. Презентацисен конкурсĕнче Н.Кулагин пуринчен те пултаруллăрах пулчĕ. «Географи планети» ятпа иртекен стена хаçачĕсен конкурсĕ чылай ачана пуçтарчĕ. Чи ăнăçлă ĕç А.Стрелковăн пулчĕ. Вăл хаçата илемлĕ те содержаниллĕ, пуян кăларма пултарчĕ. 8-9-мĕш классем Байкал кÿлли тăрăх викторинăна çул тытрĕç. Ку ăмăртура 9-мĕш классем нумайрах пĕлнипе палăрчĕç. Вунăкунлăхра мала тухнисене линейкăра чысларĕç.

Алексей АЛЕКСАНДРОВ.

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 января 2018
15:58
Поделиться
;