Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Маттур хĕрача

Вутлан шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренет Виктория Васильева. Вĕренÿре те кая юлмасть, спортпа та туслă хĕрача. Кĕнеке вулама юратать. Вутланти культура çурчĕ çумĕнчи ташă кружокне те çитме вăхăт тупать вăл. 

Туслă та çирĕп çемьере çитĕнет Вика. Ашшĕпе амăшĕ, Юрийпа Светлана Васильевсем, ял çинче ырă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăраççĕ, виçĕ ачана ура çине тăратаççĕ. Ачисене пĕчĕкренех ĕçе явăçтараççĕ, спортпа туслă пулма вĕрентеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Васильевсен килĕ умне ял ачисем футболла е баскетболла выляма пухăнаççĕ. Вăхăт пур чухне ашшĕ те ачисемпе пĕрле вылянине курма пулать. Ялти çамрăксем те ăна курса мечĕк хăвалаççĕ тепĕр чух.

Викăпа унăн 8-мĕш класра вĕренекен пиччĕшĕ Володя районта иртекен ăмăртусемпе спорт вăййисене яланах хутшăнаççĕ. Пĕрре кăна мар вĕсем призерсен йышне кĕрсе парнесемпе медальсем илме тивĕç пулнă. Физкультура учителĕ Алексей Сорокин та ачасене спорта явăçтарас тесе нумай вăй хуни куç кĕретех.

Нумаях пулмасть Виктория юлташĕсемпе ашшĕ-амăшне çĕнĕ çитĕнÿпе савăнтарчĕ. Районта иртекен физкультура олимпиадинче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ тăрăшуллă ача.

Татьяна ЕВДОКИМОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 января 2018
15:58
Поделиться
;