Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шахмат турнирĕ иртнĕ

Январĕн 5-мĕшĕнче çулсеренех Сурхури уявĕ умĕн Йăлкăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн шахмат турнирĕ ирттереççĕ. Кăçалхи турнирта Ехремкасси, Чăваш Сурăм, Йăлкăш ял тăрăхĕсен хастарĕсем хутшăннă. Çивĕч кĕрешÿре Ехремкасси ял тăрăхĕн команди çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, Чăваш Сурăмсем иккĕмĕш вырăна тухнă, Йăлкăш ял тăрăхĕн команди вара виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Куçса çÿрекен кубока Ехремкасси ял тăрăхĕн спортсменĕсем çĕнсе илнĕ. Харпăр хăй зачетĕнче Р.Парамонов пĕрремĕш вырăна, С.Сорокин иккĕмĕш вырăна тухнă, В.Ефимов виççĕмĕш вырăн йышăннă. Турнира тепĕр çул та ирттерме палăртнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 января 2018
15:58
Поделиться
;