Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уявра та спортпа туслă

Ырă йăласене тĕпе хурса январĕн 1-8-мĕшĕсенче районта сывлăхпа спорт вунăкунлăхĕ иртрĕ. Çак тапхăрта район территорийĕнче массăллă физкультура тата спорт мероприятийĕсене ирттерме план йĕркеленĕ. Унпа килĕшÿллĕн халăха сывă пурнăç йĕркине явăçтарас, канăва интереслĕ те сывлăхшăн усăллă ирттерес тĕллевпе ял тăрăхĕсенче тата районпа республика шайĕнче тĕрлĕ мероприяти иртрĕ.

Январĕн 3-мĕшĕнче Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче Хĕл Мучи парнисене çĕнсе илессишĕн хăвăрт утакансен ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта Элĕк, Етĕрне       районĕсенчи тата Шупашкар хулинчи çамрăк спортсменсем хутшăнчĕç, 1000 тата 2000 метра парăнтарчĕç. Хыççăн хăнасем тата «Хĕлхем» спорт шкулĕн тренерĕсем футзал вăййисенче вăй виçрĕç. Элĕксем яланхи пекех маттур пулчĕç.

Бокс секцине çÿрекенсемшĕн те Çĕнĕ çул çитĕнÿсемпе пуçланчĕ. Владимир Гордеев ертсе пынипе ачасем Çĕрпÿ хулинче иртнĕ XIX Пĕтĕм Раççейри турнира хутшăнчĕç. Унта 100-е яхăн çамрăк спортсмен йышĕнче Э.Маслов, Д.Скворцов, Д.Семенов, К.Николаев, Н.Алексеев çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

Вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен Спартакиади те интереслĕ иртнине палăртас килет. Çак кунсенче арçынсен командисем хушшинче футзал вăййисем иртрĕç. Ăмăртура 5 команда хутшăнчĕ. Питĕш- касси шкулĕн ĕçченĕсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç, иккĕмĕш вырăна Тавăт, виççĕмĕш вырăна Мăн Ямаш шкулĕсен командисем тухрĕç. Паян вара хĕрарăмсен командисем тупăшĕç.

В.СЕРГЕЕВ,

«Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 января 2018
15:58
Поделиться
;