Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕрсем футболла вылянă

Январĕн 10-мĕшĕнче Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен Спартакиадипе килĕшÿл-лĕн футзал енĕпе ăмăртусем иртнĕ. Пурĕ ăмăртăва хĕрсен ултă команди хутшăннă. Çурма финала Чăваш Сурăм, Тавăт, Тени, Карачура шкулĕсем кĕме пултарнă. Виççĕмĕш вырăншăн пынă ăмăртура Тени шкулĕн представителĕсем Тавăтсенчен маттуртарах пулни палăрнă. Чăваш Сурăм шкулĕн педагогĕсем футбол вăййипе туслă пулнине çирĕплетсе панă. Вĕсем Карачура шкулĕн командине парăнтарса çĕнтерÿçĕ команда ятне илме тивĕçнĕ те.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 января 2018
13:52
Поделиться
;