Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мал ĕмĕтлĕ яшсемпе хĕрсем - район малашлăхĕ

Кирек хăш вăхăтра та çамрăксем пуçарулăхпа палăрнă. Халĕ те çаплах. Хĕрсемпе каччăсем кирлĕ йышăнусем тăваççĕ, çĕнĕ пĕлÿпе тĕпчевсем патне туртăнаççĕ. Вĕсем паянхи пурнăç ыйтнине çăмăллăн тата хаваспах йышăнса улшăнусен пуçаруçисем пулса тăраççĕ. Район, республика пуласлăхĕ, пирĕн çĕршывăн малашлăхĕ мĕнлерех пуласси шăпах çамрăк ăруран нумай килет. Çулсеренех вĕренÿре, бизнеспа проект, ăслăлăх, пултарулăх ĕçĕсенче, производствăра çитĕнÿсем тунă çамрăксем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçеççĕ.

Кăçал та Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2017 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе республикăри пин çамрăк уйăхсерен çулталăк тăршшĕпе 1830 тенкĕ илсе тăрĕ. Çак йышра Элĕксем пурри те кăмăла çĕклет. Элĕк вăтам шкулĕнчен кăна вĕсем тăваттăн: Яна Семкина, Анастасия Волкова, Даниил Ефремов, Анна Романова. Тÿрех палăртам, стипендие 2002 çултанпа параççĕ. Çак тапхăрта пирĕн районтан вун-вун пултаруллă ача ăна илме тивĕçнĕ.

«Вĕренни этеме çунать хушать», - тет Яна Семкина. Пултаруллăскер вĕренÿре «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать çеç мар, Раççей шкул ачисен юхăмĕн председателĕ те шутланать. Вĕренÿре те, обществăлла ĕçсене хутшăнма та мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ. Пур çĕре те мĕнле ĕлкĕрет-ха вăл? Тупсăмĕ вара ансат. Хăй каланă тăрăх, нумай кĕнеке вулани тавракурăма пуянлатать-мĕн. Яна регионти слетсемпе фестивальсене те хастар хутшăнать, олимпиадăсенче те палăрать. Спортра та маттур пултаруллă хĕр. Район, республика шайĕнчи ăмăртусенче яланах малтисен ретĕнче. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче вăл Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Патшалăх Думин депутачĕн Николай Маловăн ятран паракан стипендине те илме тивĕçрĕ.

Анастасия Волкова ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ хыпара мĕнле кăмăл-туйăмпа кĕтсе илнĕ-ха? «Стипендиатсен йышне лекессине шутламан та. Çакă ырă хыпар маншăн кĕтменлĕх пулчĕ. Малашне те тăрăшса вĕренĕп», - терĕ Настя. А.Волкова та «5» паллăсемпе çеç вĕренет. Вăл - литература тата общество предмечĕсемпе Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен предмет олимпиадисен районти тапхăрăн çĕнтерÿçи. Унсăр пуçне геологи олимпиадинче те вăл пĕрремĕш вырăн йышăннă, литература, обществознани, технологи предмечĕсемпе призерсен йышне лекнĕ. Настя 2015-2016 вĕренÿ çулĕнче радиометри олимпиадинче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илни те пысăк çитĕнÿ.

Даниил Ефремов вара пĕр кун та спортсăр пурăнаймасть. Вĕренÿре те малтисен ретĕнче. «Шкулта пур предмета та юратса вĕренетĕп. Апла пулин те физкультура урокĕсем чуна çывăх. Сывлăхлă пуласси чи малтанах хамăртан килет. Йĕлтĕрпе чупма кăмăллатăп. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ пĕрремĕш разрядлисен йышĕнче. Стипендиат пулнине пĕлсен савăнтăм», - кăмăл-туйăма пытармасть мал ĕмĕтлĕ каччă. Вăл нумай вулать, ялан çĕнни патне ăнтăлать. Тăрăшни сая каймасть. 2016-2017 вĕренÿ çулĕнче физкультура, 2017-2018 вĕренÿ çулĕнче технологипе ОБЖ предмечĕсемпе олимпиадăсен муниципалитет тапхăрĕнче çĕнтерни те каччă пысăк тавракурăмлă тата тăрăшуллă пулнине пĕлтерет.

Пултаруллă, тăрăшуллă, хастар та маттур хĕр. Çак сăмахсем пĕтĕмпех 11-мĕш класра вĕренекен Анна Романова çинчен. Вĕренÿре «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан хĕр тĕрлĕ шайри конкурссемпе олимпиадăсене хаваспах хутшăнать. 9-мĕш класра пĕлÿ илнĕ чухне литература тата общество предмечĕсемпе Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен предмет олимпиадисенче призер пулса тăнă. 10-мĕш класра «Çулталăк вĕренекенĕ» конкурсăн район тапхăрĕнче çĕнтернĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче çитĕнÿсемсĕр мар: истори, МХК, литература, право олимпиадисенчи кăтартусем аван пулнă. Хĕрĕн пĕлÿ шайĕ пысăк пулни куç кĕрет. Кăçалхи предмет олимпиадисене те хутшăнать вăл.

Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра: «Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен», - тенĕ. Лайăх пахалăхлă тата тĕрлĕ енлĕ хушма пĕлÿ илни, пĕрмаях çĕннине пĕлме тата хамăр ăсталăха ÿстерме тăрăшни кирек камшăн та çитĕнÿ тумалли майсем пулса тăраççĕ. Вĕренÿ пирĕн çĕршывăн инноваци аталанăвĕн никĕсĕ шутланать. Юлашки çулсенче вĕренÿ тытăмĕн аталанăвĕ патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăни те çакна çирĕплетет. Элĕк вăтам шкулĕ виççĕмĕш çул ĕнтĕ Раççейри чи лайăх ял шкулĕсен йышне кĕрет. Çакăнта, паллах, педагогсемпе танах вĕренекенсен тÿпи те пысăк. Элĕк вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне яланах лайăх кăтартусемпе кĕреççĕ.

Вера МОРОЗОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 января 2018
17:14
Поделиться
;