Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Маттур эсĕ, Настя!

Иртнĕ кунсенче Дмитровград хулинче бокс турнирĕ иртнĕ. Унта Атăлçи тăрăхĕнчи тĕрлĕ хуласенчи командăсем хутшăннă. Вĕсем федераци округĕн первенствишĕн кĕрешнĕ. Чăваш Ен командинче вара пирĕн ентеш Анастасия Мурзакова та хутшăннă. Вăл тăватă çул хушши бокспа туслă ĕнтĕ. Ку таранччен пĕрре мар районта та, республикăра та, ун тулашĕнче те малти вырăнсем йышăннă. Акă хальхинче те вăл республика чысне хÿтĕлесе Атăлçи тăрăхĕнчи спортсменсемпе кĕрешнĕ хыççăн 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 января 2018
17:14
Поделиться
;