Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пушар инкек кÿрет

Кил-çуртра пушар тухни - калама çук пысăк инкек. Вăрă хăйне кирлине анчах илет пулсан, пушар вара ĕмĕрĕпе пухнă пурлăха самантрах кĕле çавăрать. Вут-çулăм ытларах канмалли кунсенче алхасать, çавăн пекех кăмака хутнă чух тата кăмакасем юсавсăр пулнипе инкек пулать. Иртнĕ канмалли кунсенче пирĕн республикăра 9 пушар тухнă, вĕсенчен пĕри - Шĕмшеш ял тăрăхне кĕрекен Пиçенер ялĕнче. Каçхи 21 сехет те 30 минутра пĕр кил хуçалăхĕнче «хĕрлĕ автан» ташлама пуçланă. Кил-çуртăн маччи вут-çулăмпа сиенленнĕ. Çăлавçăсем ăна айккине кайма паман. Çавăнпа та хутас умĕн кăмакана тĕплĕн тĕрĕслемелле, юсавсăр пулсан юсамалла, тĕтĕм çулĕсене тасатмалла. Мăрьене тата стенасене шуратни тĕтĕм тухакан вырăнсене палăртма пулăшать. Пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнар. Çакă пире пысăк инкекрен упрать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 января 2018
17:14
Поделиться
;