Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ача ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕнче пултăр

Кирек хăçан та лайăх шалу тÿлекен ĕç вырăнĕ çемье ăнăçлăхĕн тĕп сăлтавĕ шутланнă. Юлашки çулсенче вара уйрăмах ялсенче пурăнакансенчен нумайăшĕ ĕçсĕрлĕх тыткăнне лекнине палăртмалла. Çемьене тăрантарас тĕллевпех ашшĕ-амăшĕ тăван киле пăрахса аякри хуласене «шапашкăна» çул тытать. Вĕсенчен чылайăшĕ вахта мелĕпе ĕçе вырнаçать, 2-3 уйăх таран килтен аякра пурăнать. Ку чухне тĕпренчĕксене пăхасси, вĕсене воспитани парасси кукашшĕ-кукамăшĕ çине тиенет. Аякран ĕçлесе таврăнсан та çывăх çыннисем тĕпренчĕкĕ çине тивĕçлипе тимлĕх уйăраççĕ тесе çирĕплетсех калама çук-ха. Кун пеккисем хушшинче тăван киле çитсен те эрех ăшне путакансем те сахалах мар-ха. Вĕсен йышĕнче вара хĕрарăмсем пуррине те пытарма кирлĕ мар.

Район администрацийĕн çула çитменнисен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвне Шĕмшеш тăрăхĕнчи пĕр ялти Т.-на (ятне улăштарнă – авт.) чĕнтернĕ. Комиссие вара 43-ри хĕрарăм вырăнне унăн тивĕçлĕ канури амăшĕ килнĕ.                                                                            

- Хĕрĕм таçта шăнса пăсăлнă пулмалла. Чирлет, кĕлетке температури те пысăк. Çавăнпа та ун вырăнне хам килтĕм,- пĕлтерчĕ пĕчĕкрех кĕлеткеллĕ аслă ăрури çын. Вăл, тĕрĕссипе, хăйĕн хĕрне мĕншĕн ларăва чĕннине те аванах чухлать. Районти полици пайĕн сотрудникĕсем рейдпа тухсан тăватă теçеткерен иртнĕ Т. ноябрĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 1-мĕшĕччен хăйсен ялĕнчи пĕр пĕлĕшĕ патĕнче эрех ĕçсе пурăннине протоколта çырса палăртнă. Сăмах май, кун пек тĕслĕхсем вара хĕрарăмăн пĕрре мар пулнă. Вăл 1-мĕш класра вĕренекен ачине воспитани парассипе те çителĕксĕртерех ĕçленине пĕлтернĕ унта. Çакна ачин вĕренĕвĕпе кăсăкланса Шĕмшешри вăтам шкула кукамăшĕ пырса çÿрени те çирĕплетет.

Хура курак та: «Хура пулсан та чĕппи хамăн», - тенĕ пекех Т.-н амăшĕ те 40-рен иртнĕ хĕрне комисси ларăвĕнче хÿтĕ- леме пăхрĕ.                                                                                                          

- 2,5 - 3 уйăх таран вахта мелĕпе ĕçлет. Апла пулин те хĕрĕм мăнукăма вуçех те пăхмасть теместĕп. Укçа-тенкĕ ярса парать, тумтир илсе парать. Ăна та çăмăл мар, çавăнпа та хăш чухне эрех сыпкаласси пулать ĕнтĕ, - пĕлтерчĕ вăл. Комисси членĕсем аслă ăрури çынна çитес кунсенче Т.-на хăйнех килсе кайма ыйтрĕç. Çавăнпа та ача амăшĕпе çыхăннă административлă ĕçпе хальлĕхе йышăну кăлармарĕç.                                                                                                  

Район администрацийĕн опекăпа попечительство органĕн тĕп специалисчĕ Ирина Ильина палăртнă тăрăх, РФ Çемье Кодексĕпе килĕшÿллĕн аякри хуласене ĕçлеме тухса çÿрекен, 18 çул тултарман ача пур ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкне опекунлăха парса хăвармалла. Ку чухне опекун вырăнне çывăх çын анчах мар, ачан çывăх çыннисем шанакан пĕлĕшĕ те пулма пултарать-мĕн. Çавăн пекех кун пек чухне тĕпренчĕкĕн ашшĕ-амăшне те правасăр хăвармаççĕ.              

- Ачан ашшĕ-амăшĕ аякри хуласенче ĕçлесе пурăннине пула кукашшĕпе кукамăшĕ çур çултан пуçласа 2-3 çулччен опекунсем пулма пултараççĕ. Ку чухне ывăл-хĕрĕ ыйтупа пĕрлехи килĕшÿ çырса аслă ăрурисене мăнукĕсене пăхма ирĕк парать. Çакă вара тăван ашшĕ-амăшне ачасене пăхас яваплăхран вуçех те хăтармасть. Вĕсем кукашшĕ-кукамăшĕпе пĕрлех ачасене укçа-тенкĕпе тивĕçтерес, ăс-хакăл, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен аталанма пулăшас ĕçе пурнăçласа пыраççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, унчченхиллех ачан пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ çынсем пулса юлаççĕ. Çакна та асăнса хăвармалла. Ашшĕ-амăшĕн прависене туртса илмесĕр ачана опекăна илнисене патшалăх укçа-тенкĕпе тивĕçтермест. Мĕншĕн тесен тĕпренчĕке пăхас яваплăх ашшĕ-амăшĕ çинчех юлнă-çке, - ăнлантарать И.Ильина.                                                                                                                                

Кун пек майпа опекăна илес шутлă кукашшĕ-кукамăшĕн опекăпа попечительство органне документсемпе килмелле. Асăннă документсен шутĕнче ашшĕ-амăшĕ ачана кукашшĕпе, кукамăшĕпе е ытти тăванĕсемпе пĕрле пурăнма ирĕк пани те пулмалла. Çавăн пекех унта ача интересĕсене больницăра, ача садĕнче тата ытти учрежденисенче хÿтĕлеме ирĕк пуррине те палăртмалла.

- РФ Çемье Кодексĕн 121-мĕш статйинче «ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă ачасем çинчен пĕлекен шкул çулне çитменнисен, вĕренÿ, сиплев учрежденийĕсенчи должноçри çынсем тата ахаль граждансем кирек епле информацие те опекăпа попечительство органне пĕлтерме тивĕç» пулнине палăртнă, - калаçăва вĕçленĕ май пĕлтерчĕ район администрацийĕн опекăпа попечительство органĕн тĕп специалисчĕ.

           И.ЭЛИНА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 января 2018
14:39
Поделиться
;