Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Больницăри хăтлăх та пĕлтерĕшлĕ

Сывлăх вăл нимĕнпе хаклама çук пысăк пуянлăх пулнине, уншăн вара кулленех тăрăшмаллине палăртакан шухăша никам та хирĕçлеймĕ.

Мĕнпур медицина ĕçченĕ те тăтăшах сывлăх хавшасан пĕр тăхтамасăр квалификациллĕ пулăшу илмеллине, кирек епле чире те пуçламăш тапхăрта сиплесен лайăхрах пулнине палăртать. Район шайĕнче вара сывлăх сыхлавĕн центрĕ Элĕкри тĕп больница шутланать. Кунта опытлă тухтăрсемпе медицина сестрисем тăрăшаççĕ. Анчах та паянхи самана аталанăвĕпе танлаштарсан хăтлăх кĕртессипе сахал мар ĕçлемеллине те пытармасть район больницин тĕп врачĕ В. Егоров.

Валерий Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, капиталлă юсав ĕçĕсене кунта тахçанах ирттермен. Уйрăмах поликлиникăран стационара каймалли коридор стенисем тĕссĕрленнĕ. Унччен мачча çине çыпăçтарнă плиткăсем те вырăнăн-вырăнăн вистенсе ÿкнĕ. Çавăн пекех пĕрремĕш тата виççĕмĕш хутри лару-тăру та ятарлă нормативсене тивĕçтермен. Кунсăр пуçне пушар надзор инспекцийĕ коридорсене çапса тухнă панельсем тата мачча çине çыпăçтарнă плиткăсем пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерменнине палăртса пĕрре мар предписани çырнă. Çак сăлтавсене туллин палăртса 2017 çулта район больници Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствине ыйтупа тухнă, юсав ĕçĕсем ирттерме укçа уйăрса пама ыйтнă. Лару-тăрăва пĕтĕмĕшле хак парсан иртнĕ çул вĕçĕччен районти тĕп больницăна кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ те.

- Юсав ĕçĕсене ирттермелли контракта «Рембат» строительство организацийĕ выляса илчĕ. Ĕçе Владимир Иванов йĕркелесе пырать. Сиплев учрежденийĕн коридорĕсене хăтлăх кĕртес ĕç Çĕнĕ çул уявĕсем хыççăнах пуçланчĕ. Арçынсен пĕр ушкăнĕ коридорсенчи унччен пулнă панельсене вистесе тимĕр профиль вырнаçтарса стенасене гипсокартонпа çапса тухать. Хĕрарăмсен тепĕр ушкăнĕ гипсокартон çĕввисене шпаклевка тăвать, пĕтĕмĕшле тикĕслесе якатать. Ун хыççăн стенасене сăрласа илемлетĕç, - каласа парать район больницин тĕп врачĕ.

Строительсем хамăр район çыннисемех пулнăран ĕç çине татах та пысăкрах тимлĕх уйăраççĕ. Яваплăха туйса ĕçлеççĕ, юсав ĕçĕсене палăртнă вăхăтра вĕçлес тĕллевпе 18-19 сехетченех тимлеççĕ. Ĕç-пуçа кулленех район больницин администрацийĕпе хуçалăх пайĕн начальникĕ Валерий Иванов тĕрĕслесе тăраççĕ.

Валерий Егоров пĕлтернĕ тăрăх, стенасемпе маччапа ĕç-пуçа вĕçлесен коридорти тата хăш-пĕр кабинетсенчи чÿречесене пластик кантăкпа улăштарĕç. Çавăн пекех ку таранччен больница путвалĕнче пулнă физотерапи пÿлĕмне иккĕмĕш хута куçараççĕ. Унччен, паллах, асăннă пÿлĕмре юсав ĕçĕсем ирттерме палăртаççĕ.

Район больницин тĕп врачĕпе калаçнă май сиплев учрежденийĕнчи капиталлă юсав ĕçĕсем кунпах вĕçленменнине пĕлтĕм. Кăçалах вĕсем поликлиникăпа стационарти чылай кабинетри чÿречесене улăштарма палăртаççĕ. Çавăн пекех больницăн поликлиника тата стационар çурчĕсен тăррисене çĕнетессине те плана кĕртнĕ.

- Çитес тапхăрти тепĕр чи çивĕч ыйту вăл - поликлиникăри ача-пăча консультацине паянхи стандартсене тĕпе хурса пĕтĕмĕшле çĕнетесси. Тĕрĕссипе, ача-пăча консультацийĕ пĕчĕккисемпе ашшĕ-амăшĕшĕн хăтлă пулмалла. Çавăнпа та ача-пăча консультацийĕнче пысăк юсав ĕçĕсем ирттермеллине палăртса Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствине çырупа тухрăмăр. Хамăра мĕн пăшăрхантарнине палăртма витĕмлĕрех пултăр тесе ача-пăча консультацийĕнчи лару-тăрăва сăн ÿкерттерсе ярса патăмăр, проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлессипе ĕçсем пыраççĕ, - калаçăва вĕçленĕ май малашнехи тĕллевсемпе паллаштарать Валерий Егоров. Юсав ĕçĕсене пула тĕрлĕ чăрмав сиксе тухнишĕн вара район çыннисенчен каçару ыйтать. Çавăн пекех капиталлă юсав ирттерни врачсен ĕçĕ çине нимĕнле улшăну та кĕртменнине асăрхаттарать.

Эльвира КУЗЬМИНА.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 января 2018
14:39
Поделиться
;