Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Професси уявне паллă тăватпăр

Январĕн 13-мĕшĕнче çĕршыври журналистсем, полиграфистсем, пичет кăларăмĕсене саракансем, пичет ветеранĕсем хăйсен професси уявне - Раççей пичет кунне паллă турĕç. 1703 çулта асăннă кун Мускав хулинче I Петĕр Хушăвĕпе «Ведомости» ятпа чи пĕрремĕш вырăс хаçачĕ тухнă.

Хаçатăн чи пĕрремĕш номерĕ пин тиражпа тухнă тата 27 страницăллă пулнă, кашниех 27 йĕркерен тăнă. Хаçат кăларакан редактор император хăй пулнă. Пичет кăларăмне çырăнма 1870 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче тытăннă. Ун чухне II Александр император вырăс тата ют çĕршыв хаçат-журналне почта учрежденийĕсенче çырăнма ирĕк панă. 1914 çулта Раççейре 3 пине яхăн пичет кăларăмĕ тухнă.

Октябрьти революци хыççăн майăн 5-мĕшĕнче «Правда» тĕп совет хаçачĕ тухма пуçланине халалласа Совет пичечĕн кунне паллă тума пуçланă.

Чăваш Республикин журналистсен пĕрлĕхĕ те Чăваш пичечĕн кунне паллă тăвать. 2000 çултанпа республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем професси уявне январь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче уявлаççĕ. Кăçал вăл январĕн 21-мĕшĕнче пулать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, çак тытăмра ĕçлекен çынсем тĕнчери тата çĕршыври паллă пулăмсене пĕлсе тăраççĕ, халăхшăн пĕлтерĕшлĕ хыпарсене вăхăтра çутатса параççĕ. Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Роскомнадзор пĕлтернĕ тăрăх, республика территорийĕнче 124 массăллă информаци хатĕрĕ шутланать: вĕсенчен 97 периодика пичет кăларăмĕ, 25 электрон массăллă информаци хатĕрĕ, 2 информаци агенстви. Вĕсен йышĕнче «Пурнăç çулĕпе» район хаçачĕ те пур.

Редакци коллективĕ те професси уявне савăнăçлă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илет. Коллективра 9 çын тимлет. Хаçата халăх патне илсе çитерессишĕн кашниех тăрăшать.

Вера МОРОЗОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 января 2018
14:39
Поделиться
;