Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тимлĕхлĕ пулни кирлĕ

2017 çул иртсе кайрĕ. Пушар хуралĕнче ĕçлекенсемшĕн вăл çав тери йывăр пулчĕ тесе каласан та юрать. Пĕлтĕр районта 17 пушар шута илнĕ пулсан, вĕсенче çын пурнăçĕ татăлманни савăнтарчĕ. Пур çын та тата лайăхрах пурăнма, инкек-синкекрен сыхланма ĕмĕтленет. Анчах та инкекĕпе телейĕ темшĕн-çке юнашарах çÿреççĕ.

Акă Çĕнĕ çул каçĕ те вĕçленеймерĕ, ирхи 5 сехет тĕлĕнче пушар хуралне Ураскилтре пушар алхасма тытăннине пĕлтерчĕç. Пирĕн ĕçченсем хăвăртрах Ураскилте çитсе пушара сÿнтерме тытăнчĕç. Çавăн пекех унта Тавăтри тата Мăн Вылăри пушар машинисем те çитрĕç. Пушара сÿнтернĕ май хăрушă ÿкерчĕк тухса тăчĕ: кил хуçи, 1949 çулта çуралнăскер, тĕтĕмпе чыхăнса кайса вилни паллă пулчĕ.

Январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче каçхине 9 сехет çурăра Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи Пиçенер ялĕнче çулăм алхасма тытăннине шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Хуçалăхра кăмака тăрпине тĕрĕс туманран мачча çинче çунма тытăннă. Хăвăрт çитсе сÿнтерме тытăннăран кил-çурта çăлса хăварма май килчĕ. Тепĕр эрнерен, январь уйăхĕн 21-мĕшĕнче, каçхи 6 сехет тĕлĕнче, Мăн Шĕвĕшри пĕр хуçалăхра мунча çунма тытăннă. Ку пушарăн сăлтавĕ те - çын кăмака тăрпине тĕрĕс туманни.

Январь уйăхĕн 22-мĕшĕнче район администрацийĕнче хуçалăхсен ертÿçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене пухса канашлу ирттертĕмĕр. Ялта пурăнакансене пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса пурăнма вĕрентмелли, агитаци ĕçне вăйлатмалли çинчен те калаçрăмăр. Хĕллехи вăхăтра пĕвесенче пушар машинине шыв илме вак касмалла тата çулсене юртан уçсах тăмалла тесе йышăну турăмăр. Канашлу хыççăн нумай та вăхăт иртмерĕ, январĕн 23-мĕшĕнче, каçхи 8 сехет иртсен Ураскилт салинчен хăрушă хыпар çитрĕ. Каллех уйрăм çын хуçалăхĕнче вут-çулăм алхасма тытăннă. Пушара сÿнтерме Элĕкри, Тавăтри, Мăн Вылăри пушар машинисем кайрĕç. Вĕсем çитнĕ çĕре çулăм хуçалăха çавăрса илме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Пушарта кил-çурт тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайрĕ. Сăлтавне тĕпчесе пĕлнĕ хыççăн мунча тăрпине пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса купаламанни паллă пулчĕ.

Пушар хуралĕнче ĕçлекенсем халăха яланах пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса пыма чĕнсе калаççĕ, вĕрентеççĕ пулин те инкек çав-çавах сиксе тухать. Хальхи вăхăтра çĕнĕ кил-çурт çавăрма питĕ йывăр пулнине пурин те ăнланмалла ĕнтĕ. Кашни çын пушар хăрушсăрлăхĕсене пăхăнса пурăнсан инкеке сирсе яма пулать.

Çĕнĕ çулта пĕр уйăх та пурăнма ĕлкĕреймерĕмĕр. Районта 4 хуçалăхра пушар тухрĕ, пĕр çын пурнăçĕ татăлчĕ. Çавăнпа та асăрхаттарса хăварас килет, уйрăмах, хĕллехи вăхăтра пÿрт тата мунча кăмакисене пăхса тĕрĕс тытса тăмалла, çутăпа, газпа усă курнă чухне те правилăсене пăхăнса пурăнмалла.

Г.АРХИПОВ,

Элĕкри пушар хуралĕн начальникĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 января 2018
10:43
Поделиться
;