Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Диспансеризаци чире тупса палăртать

Сывлăх - чи хаклă пуянлăх. Ăна вăхăтра упрамасан чирлес хăрушлăх пысăк пулĕ. Ку е вăл чир шала ан кайтăр, ĕмĕр тăршшĕпех ан асаплантартăр тесен диспансеризаци витĕр вăхăтра тухни вырăнлă.

Сывлăха тăтăшах тĕрĕслени чир-чĕре вăхăтра тупса палăртма пулăшать. 2017 çулта Элĕк районĕнче планпа 3389 çын диспансеризаци тухмалла пулнă пулсан, 3169 çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕсленĕ.

Диспансеризацин 1-мĕш тапхăрне юнра холестерин тата сахăр мĕн чухлĕ пулнине палăртасси, флюорографи, ЭКГ, маммографи тата ытти тĕрĕслев кĕрет. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх иккĕмĕш тĕрĕслев тапхăрĕ пуçланать. Тĕллевĕ - чире палăртмашкăн хушма тĕпчев-консультаци ирттерни. Вĕсене тĕпе хурса тухтăр сывлăх шайне, диспансер тĕрĕслевĕн ушкăнне уçăмлатать, консультаци парать.

2017 çулта пĕтĕмĕшле 8479 тĕрлĕ чир тупса палăртнă, вĕсенчен 2494-шĕ иккĕмĕш тапхăрта диспансер сăнавне ирттернĕ. Çĕнĕрен тупса палăртнă чирсем 380 шутланаççĕ. Вĕсенчен 7-шĕ рак (шыçă чирĕ), 32 - ишемипе, сахăр чирĕпе - 4, самăрланнипе - 15, нерв тытăмĕ хавшанипе - 2, юн çаврăнăшĕпе çыхăннă чирсем - 59, ÿпке органĕсен чирĕпе - 8, апат ирĕлтерекен органсен чирĕпе - 26, шăкпа арлăх тытăмĕн чирĕсемпе - 77 çынна пĕрремĕш хут шута илнĕ. Вăраха каякан чирсем те тупăннă. Юн çаврăнăшĕпе çыхăннă чирсем 1389, кĕлетке йывăрăшĕ кирлинчен ытларах самăрăлнин чирне 1415 çыннăнне çирĕплетнĕ. Çавăн пекех тĕрĕс мар апатланнипе чирлекенсем 2480 çын тата ыттисем те.

Диспансеризацин пĕтĕмлетĕвĕпе çынсен сывлăхне ятарлă ушкăнсене уйăраççĕ. Çапла вара 1-мĕш ушкăна 572 çын (16,8 процент) кĕнĕ. Вĕсен вăраха каякан чирсем çук. 2-мĕш ушкăнра 345 çын (10,1 процент). Ку ушкăнăн чирлес хăрушлăх пур. 3-мĕш А ушкăна кĕрекенсем 1975 çын (58,2 процет), Б ушкăнрисем 497 (14,6 процент). Вĕсене пурне те диспансер сăнавне илнĕ. 1355 çынна тĕрлĕрен майпа сипленĕ.

Диспансеризаци тĕллевĕ - чирсене асăрхаттарасси. 21 çултан пуçласа пурте кашни виçĕ çулта больницăра хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме пултараççĕ. Кăçал 1997, 1994, 1991, 1988, 1985, 1982, 1979, 1976, 1973, 1970, 1967, 1964, 1961, 1958, 1955, 1952, 1949, 1946, 1943, 1940, 1937, 1934, 1931, 1928, 1925, 1922 çулсенче çуралнисен диспансеризаци витĕр тухмалла. Сывлăха тĕрĕслеттерес текенсен чи малтанах участокри врач-терапевт е хăвăр пурăнакан вырăнти амбулаторие, е фельдшерпа акушер пунктне каймалла.

Л.СМИРНОВА,

медицина профилактикин пÿлĕмĕн заведующийĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 января 2018
10:26
Поделиться
;