Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кăмака пушар сăлтавĕ пулса тăрать

Кил-çуртра пушар тухни калама çук пысăк инкек. Вут-çулăм алхаснин сăлтавĕсем вара тĕрлĕрен. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа республикăра 59 пушар тухнă, вĕсенчен 23-шĕ кăмакана пула. Пирĕн районта 4 хутчен вут-çулăм алхаснă. Вĕсенчен 3-шĕ кăмакасене тата тĕтĕм çулсене тĕрĕс мар купаланипе е вырнаçтарнипе, вăхăт иртнĕ май кирпĕчĕсем пусăрăннăран е тĕрлĕ енне куçнăран, тăм тĕпреннĕрен пулнă шăтăксенчен вут-çулăм тухнипе çыхăннă. Пушарта пĕр çыннăн пурнăçĕ татăлнă.

Пушар тĕрĕс вырнаçтарнă кăмакаран та тухма пултарать. Вутта бензин е керосин, е ытти хăвăрт тивсе илекен шĕвексемпе усă курса тивертме юрамасть. Кăмакана хутса ярсан ăна асăрхасах тăмаллине, çул çитмен ачасене кăмака хутма ирĕк пама юраманнине асрах тытар. Кăмака умне кăвар ÿкесрен 0,5X0,7 метр çунман материал вырнаçтарни, çывăха тумтир, çунакан ытти хатĕр çакса хурасран, сĕтел-пукан лартасран асăрханни те инкекрен сыхлать. Хутас умĕн кăмакана тĕплĕн тĕрĕслемелле, юсавсăр пулсан юсамалла, тĕтĕм çулĕсене тасатмалла. Мăрьене тата стенасене шуратни тĕтĕм тухакан вырăнсене палăртма пулăшать. Мăрье çумне çулçă, пăчкă кĕрпи, çулăм тивсе илме пултаракан ытти япаласем хумалла мар. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине çирĕп пăхăнар. Çакă пире пысăк инкекрен упрать.

Хĕл сиввисем ялсенчи кил хуçалăхĕ- сенче тата дача пек усă куракан çуртсенче пурăнакансене кил-çуртпа мунчасене хутса ăшăтнă чух кăмакасемпе тимлĕ пулмалли пирки аса илтеретĕп. Çакна пушар хуралĕпе надзор пайĕн кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Çавăнпа та çынсене вĕсем пурăнакан çуртсемпе халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче хăй тĕллĕн тунă кăмакасемпе усă курма чарăнма сĕнетпĕр. Кунпа пĕрлех эрех ĕçсе пурăнакан çемьесене, пĕччен пурăнакан ватăсемпе инвалидсене уйрăмах тимлĕх уйăрма чĕнсе калас килет.

Пушарсем ытларах канмалли кунсенче тухнине темиçе те асăрхаттарса çыратпăр. Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнман тимĕр кăмакасене хутасран асăрханмалла, кăмакасем çинче хăвăрт хыпса илекен япаласем пулмалла мар. Çуртсем çывăхне сÿнмен кĕле тухса тăкни те хăрушлăх кăларса тăратать. Вентиляци каналĕсене мăрье вырăнне усă курни, кăмакана ытлашши хутса вĕрилентерни те ырри патне илсе çитермест.

«Хĕрлĕ автан» алхасма пуçласан пĕр тăхтаса тăмасăр пушар хуралне 112 номерпе шăнкăравласа пĕлтермелле, кÿршĕсене чĕнмелле, çăлавçăсем килсе çитиччен вут-çулăмпа алă айĕнчи хатĕрсемпе кĕрешмелле. Пушартан асăрханма çăмăлрах. Çавăнпа та пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнасси ялан çÿллĕ шайра пулмалла.

Вадим ПРОКОПЬЕВ,

районти пушар надзор пайĕн начальникĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 января 2018
10:26
Поделиться
;