Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Педагогсен Хĕллехи шкулĕнче

Январĕн 26-28-мĕшĕсенче Мари Элти Йошкар-Ола хулинче 6-мĕш Хĕллехи республика шкулĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикинчи çамрăк педагогсен Канашĕн представителĕсем те хутшăннă. Пирĕн районтан Элĕкри вăтам шкулта географи вĕрентекенĕ, районти çамрăк педагогсен ассоциацийĕн членĕ Ангелина Викторова кайма тивĕçнĕ.

Кашни кунах педагогсем тĕрлĕ вăйăсене хутшăннă, харпăр хăй пултарулăхĕпе палăрнă, ăстаçă уроксем ирттернĕ. Çавăн пекех вĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсене сÿтсе явнă, малашне те пĕр-пĕринпе çыхăну тытса пыма планланă. «Эпĕ ташлатăп, эсĕ те ташла» вăйă-ташă программи те вĕсене кăмăла кайнă. Юлашкинчен вара Хĕллехи шкула хутшăннисене кашнинех квалификаци ÿстернине çирĕплетсе паракан сертификат панă.    



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 января 2018
10:26
Поделиться
;