Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Техника паркĕ пуянланать

Ял хуçалăх ĕçĕнче техника пысăк вырăн йышăнать. Çавăнпах ĕнтĕ районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем автомашинăпа трактор паркне çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çулсеренех хăватлă техникăпа агрегатсем туянаççĕ. Ку енĕпе «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕ уйрăмах лайăх ĕçлет. Районти ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, 2017 çулта асăннă хуçалăх 4 миллион та 372 пин тенкĕлĕх машинăпа трактор паркне çĕнетнĕ. Ульянов ячĕллĕ хуçалăх 895 пин тенкĕлĕх техника туяннă. Ехремкасси тăрăхĕнчи Олег Михайлов комбайн илнĕ. Кăçал вара Анат Татмăшри Владимир Матвеев çамрăк фермер тракторлă пулса тăнă. Çавăн пекех Тени ял тăрăхĕнчи анчах ĕçе пуçăнакан Станислав Андреев та 1 миллион та 400 пин тенкĕпе вĕр çĕнĕ «хурçă ут» туяннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 января 2018
10:26
Поделиться
;