Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăвăр тĕллĕн сипленни сиенлĕ

2017 çул хыçа юлчĕ. Çавăнпа та çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе вулакансене паллаштарасшăн. Венери чирĕсемпе чирлесси район çыннисем хушшинче чакмасть, кашни çул сифилис, гонорея, трихомониаз, хламидиоз, шĕвĕр вĕçлĕ кондиломăпа, ар органĕсен герпес инфекцийĕсемпе чирленĕ тĕслĕхсем тупăнаççĕ. Иртнĕ çул 25 çын венери чирĕпе чирленине тупса палăртнă. Тĕплĕнрех тишкерсен, сифилис инфекцийĕпе - 1, гонорейăпа - 5, трихомониазпа - 8, хламидиозпа - 9, ар органĕсен чирĕпе - 1, шĕвĕр вĕçлĕ кондиломăпа 1 çын чирленĕ.

Венери инфекци чирĕ ернине епле пĕлмелле-ха; Асра тытмалла: чире аталанса кайма вăхăт кирлĕ, çакна инкубаци тапхăрĕ теççĕ. Асăннă тапхăрта чир хăйне ниепле те палăртмасть. Инкубаци тапхăрĕ иртсен, ытларах чухне çăмăллипе тула кайнă чухне, ыратни, чĕпĕтни кансĕрлет. Хламидиоз, микоплазмоз, уреаплазмоз, трихомониаз чирне ертсен ар органĕсенчен çутă, тĕссĕр шĕвек анать, гонорея чирне ертсен - шĕвек сарă-симĕс тĕслĕ тата нумай анать. Герпес ернине ар органĕсем çинче вĕтĕ пăнчăсем е шатрасем тухни палăртать, вĕсем язвăна куçма пултараççĕ. Сифилис чирĕ чухне те язвăсем тухаççĕ, анчах вĕсем ыратмаççĕ, унсăр пуçне лимфа тĕввисем пысăкланаççĕ, хĕрлĕ шатрасем палăраççĕ.

Енчен те хăвăра тĕрĕслес тесе шутларăр пулсан çакна шута илмелле: ар çыхăнăвĕ хыççăнах тĕрĕсленсен анализ тĕрĕс пулмасть. Венери чирĕсенчен ытларахăшĕн инкубаци тапхăрĕ - 5-7 кун. Ертнĕ чир çак вăхăтра аталанса илсе анализ çинче тухмасть. Сифилиса илес пулсан, кĕлетке çинче улшăнусем пулсан та, анализ 2-3 эрнерен кăна чир пуррине палăртать. ВИЧ-инфекци ерменнине шанчăксăр ар çыхăнăвĕ пулнă хыççăн 6 е 9 уйăхран çеç калама пулать.

В, С вируслă гепатитсен те инкубаци тапхăрĕ питĕ вăрăм - 20-180 куна тăсăлать. Çавăнпа та специалистпа канашламасăр анализ парса тĕрĕсленни çеç çителĕксĕр. Шанчăксăр ар çыхăнăвне кĕнĕ чухне презервативпа усă курни хăш-пĕр венери чирĕсенчен сыхланса юлма пулăшать. Анчах та папиллома вирусĕ çав-çавах ерме пултарать, мĕншĕн тесен çак вирус ÿт çинче те пурăнать. Венери чирĕсем ар органĕсене кăна сиенлетеççĕ тени тĕрĕс мар. Час-часах венери чирĕн паллисем çăварта та тухаççĕ. Шанчăксăр ар çыхăнăвне кĕнĕ хыççăн харпăр-хăй профилактика мелĕсемпе усă курмалла: вĕсен шутне хлоргексидин биглюконат, мирамистин растворĕсем кĕреççĕ. Çак шĕвексен ирĕлчĕкĕсемпе ар органĕсене, хырăм айне, пĕçĕ ÿтне тĕплĕн çуса тасатмалла.

Хăвăр тĕллĕн сипленме кирлĕ мар, мĕншĕн тесен чиртен пĕтĕмĕшле сывалса çитес шанчăк сахалрах. Сипленнĕ вăхăтра эрех-сăрана пачах тутанмалла мар. Çакă алкоголь антибиотик вăйне чакарнипе, юнри концентрацие пĕчĕклетнипе, чире çĕнтерме йывăрланнипе çыхăннă.

Анонимлă майпа сипленме Шупашкар хулинче ÿтпе венери чирĕсен диспансерĕнче ятарлă кабинет ĕçлет. Унта кашни уйăхрах «Уçă алăксен кунĕ» иртет.

И.НИКОНОРОВА,

врач-дерматовенеролог.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 февраля 2018
10:30
Поделиться
;