Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сыхлăх тĕп вырăнта пулмалла

Февралĕн 8-мĕшĕнче Элĕк районĕнче «Производствăра суранланассинчен профилактика ирттересси: çивĕч ыйтусем тата тĕллевсем» ятпа предприяти-организаци ертÿçисемпе тата ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалистсемпе семинар-канашлу иртрĕ. Унăн ĕçне Раççей Федерацийĕн социаллă страховани Фончĕн Чăваш Республикинчи регионти уйрăмĕн пай начальникĕ Валерий Михайлов, Чăваш Республикин суту-илÿпе промышленность палатин ĕç сыхлавĕн Центрĕн начальникĕ Наталия Ракаускене, «Чăваш Республикинчи «Чувашрессовпроф» профсоюз организацийĕсен пĕрлешĕвĕн ĕç сыхлавĕн пайĕн заведующийĕ Валерий Архипов, «Ĕç сыхлавĕн» вĕренÿпе методика центрĕн директорĕ Ольга Максимова хутшăнчĕç.

Чи малтанах вĕсем «Новый путь» ял хуçалăх предприяти- йĕнче пулчĕç, унта ĕç сыхлавĕн йĕркисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслерĕç.

- Ĕç сыхлавĕпе çыхăннă йĕркесене пăхăнассине уйрăмах тĕпе хуратпăр. Хуçалăхра ку енĕпе ĕçлеме уйрăм специалиста çирĕплетнĕ, - ĕç-хĕлпе кĕскен паллаштарчĕ хуçалăх ертÿçи Иван Игнатьев. Ун хыççăн Шупашкартан килнĕ представительсем асăннă ял хуçалăх предприятийĕнче ĕç сыхлавĕпе çыхăннă документсене мĕнле шайра йĕркелесе пынине тĕрĕслерĕç. Ĕç сыхлавĕ валли ятарласа уйăрнă пÿлĕмпе паллашрĕç.

- Пĕтĕмĕшле илсен пысăк çитменлĕхсемех çук-ха. Ĕç сыхлавĕпе çыхăннă стенда саккуна улшăнусем кĕнĕ май çĕнетсе пымалла, ку енĕпе ĕçлекен специалистăн ятарлă вĕренÿ витĕр тухмалла, - терĕ Валерий Вениаминович тĕрĕслев ĕçне пĕтĕмлетнĕ май.

Кун хыççăн вĕсем район администрацийĕн акт залĕнче предприяти-организаци ертÿçисемпе тĕл пулчĕç.

Шкулта тăрăшать-и е тыр-пул ÿстерес ĕçре тимлет-и ĕçчен, кирек епле тытăмра та таса та сывă çын вăй хуни пĕлтерĕшлĕ пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та çынсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларассине тĕпе хумаллине асăрхаттарчĕç. Ĕç вырăнĕсенче те пĕтĕм условисем туса парасси ертÿçĕрен тата ĕç сыхлавĕшĕн яваплă специалистран нумай килнине пĕлтерчĕç. Асăннă йĕркесене пăхăнни ĕçе тулли кăмăлпа пурнăçлама май панипе пĕрлех чи кирли этем пурнăçне сыхласа хăварасси çине витĕм кÿрет те. Ку тĕлĕшпе вара саккун çулсеренех çирĕпленсех пырать. Педагогсен, автотранспорт предприятийĕнче тăрăшакансен, тĕрлĕ оборудованипе ĕçлекенсен малашне медицина тĕрĕслевĕ тухнă чухне психиатри тĕрĕслевĕ витĕр те тухма тивĕ. Çакна саккунпа çирĕплетнине пĕлтерчĕç семинар-канашлу ирттерекенсем.  

Э.ЭЛИНА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 февраля 2018
10:11
Поделиться
;