Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветерансем концерт кăтартнă

Чăваш Сурăмĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ иккĕмĕш çул ăнăçлă ĕçлет. Кунти аслă ăрурисем ватăласшăн мар. Юрă хыççăн юрă шăрантарса хавхаланаççĕ вĕсем. Коллектив репертуарĕнче - тĕрлĕ темăпа 30 ытла юрă. Тăван çĕршыва, çемьене юратни, патриотизм туйăмĕ палăрать ватăсен пултарулăхĕнче. Ăнăçлăхĕ ертÿçĕрен, юрлакансенчен хăйсенчен те килет. Пушă вăхăтра 21 çын сцена çине тухать.

Чăваш Сурăм артисчĕсем çак кунсенче Ишпарайккăри ялти клубра хăйсен юрри-ташшине кăтартнă. «Хлеб да соль», «Тĕлпулу юрри», «Улăхри ир» тата ытти юрăсене пухăннисем хавхаланса итленĕ. Татьяна Игнатьева администратор концерта хутшăннисене тав тунă, малашнехи пултарулăхра ăнăçу суннă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 февраля 2018
10:11
Поделиться
;