Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Лаптăк пысăкрах пулĕ

Малтанлăха палăртнă тăрăх, кăçал районта ял хуçалăх культурисем 20119 гектар йышăнмалла, пĕлтĕрхипе танлаштарсан - 101,5 процент. Уйрăммăн илсен, çурхи тĕш тырăсем 7272 гектар пулĕç. Мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче çĕр улмине 850 гектар лартмалла, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче 408 гектар, килти хушма хуçалăхсенче - 442 гектар. Пахча çимĕçсене 279 гектар акса-лартма палăртнă. Акăнакан лаптăксен тытăмĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 50 процент ытла, выльăх апачлĕх культурăсем - 44,3, çĕр улми - 4,9, пахча çимĕçсем 0,9 процент йышăнĕç. Çĕр ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ - выльăх-чĕрлĕх отрасльне утă-улăмпа, ытти тутлăхлă апатсемпе туллин тивĕçтересси. Кăçалхи тухăçшăн тăрăшса, тĕш тырăсене тырăлăх тата симĕс апатлăх 2480 гектар акса хăварнă. Кĕрхи çĕртме сухине 4200 гектар тунă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 апреля 2018
13:54
Поделиться
;