Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăмăртура - власть органĕсем

Апрелĕн 5-мĕшĕнче район администрацийĕн   ĕçченĕсем Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата 2018 çулта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен 17-мĕш спартакиадин çурхи тапхăрĕн ăмăртăвне хастар хутшăннă. Ку тапхăрăн программине урамри баскетбол, шашка, шахмат тата сĕтелçи теннис вăййисем кĕнĕ. Элĕк район администрацийĕн ĕçченĕсенчен урамри баскетбол вăййинче экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Игорь Ефимов ку енĕпе хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Шахматçăсенчен чи маттур выляканни вĕренÿ пайĕн начальникĕ Петр Павлов пулнă, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Сĕтелçи теннис вăййинче спорт енĕпе ĕçлекен специалист Арина Вонифатьева иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Шашкăлла выляссипе Галина Мурзаковăпа Виталий Филиппов вара виççĕмĕш вырăна тухнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 апреля 2018
10:00
Поделиться
;