Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăн-чăн артистсем

Ялсенче пултаруллă çынсем сахалах мар-ха. Юрă-ташă ăстисем фольклор ушкăнĕсем йĕркелеççĕ, тĕрлĕ спектакль сцена çине кăлараççĕ. Акă, Питĕшкасси ял тăрăхĕнчи артистсен те гастроль пуçланнă. Иртнĕ кунсенче вĕсем Геннадий Терентьевăн «Ик мулкача хăваласа» юрăллă камитпе Етĕрне районĕнчи Йÿçпан ялĕнче пулнă. Çавăн пекех хамăр районти Крымсарайкка, Юманлăх, Анатри Юлăш ялĕсенче, Шĕмшеш салинче пурăнакансене хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Камитри сăнарсене тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсем калăплаççĕ. Артистсен шутĕнче Питĕшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Гаврилова, клуб заведующийĕ Альбина Ивакова та пур. Нина Андреевăпа Раиса Филимонова вара тивĕçлĕ канура. Арçынсенчен Элĕкри ветеринари аптекинче ĕçлекен Георгий Павлова, Урпашри Георгий Петрова, Юрий Давыдова, Владимир Николаева асăнмалла. Сергей Иванов купăс калать, Альбина Фирсова библиотекарь суфлер шутланать.    



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 апреля 2018
11:56
Поделиться
;