Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурсра ырăпа палăрнă

Республикăри 12-мĕш Уçă фестиваль - ял çамрăкĕсен пултарулăхĕн «Хавхалану» конкурсĕ вĕçленнĕ. Ку мероприяти Шупашкар хулинче - «Чăваш Республикин культура училищи» вĕренÿ учрежденийĕнче иртнĕ. Унта Элĕкри ÿнер шкулĕн вĕренекенĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Вĕсен юрри-ташшине республикăри сумлă жюри хакланă. Конкурс кăтартăвĕсем шкулта лайăх пахалăхпа вĕрентнине, ачасен пултарулăхĕ пысăккине çирĕплетнĕ. А.Михайлова ертсе пыракан фольклор ушкăнĕнчи Карина Григорьева 2-мĕш степеньлĕ лауреат, Ольга Капитонова 1-мĕш степеньлĕ дипломант пулса тăнă. Л.Ефимова, В.Терентьев, Н.Ильин, Н.Павлова вĕрентекенсен ачисем те пултарулăхра пысăк ăсталăхпа палăрнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 апреля 2018
11:56
Поделиться
;