Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кросра - ачасемпе пĕрлех аслисем те

Иртнĕ шăматкун Крымсарайкка ял тăрăхĕнче çăмăл атлетика енĕпе кросс иртнĕ. Ăна çăмăл атлетикăн тĕнче класлă спорт мастерĕн, çурма марафонра тĕнче чемпионачĕн пăхăр медальне тивĕçнĕ Галина Александровăн парнисемшĕн йĕркеленĕ.

Галина Анатольевна Хурăнсур ялĕнче çуралнă. Çавăнпах кросс та çулсеренех унăн тăван ялĕн тăрăхĕнче иртет. Шăпах çанталăк хĕллехи ыйхăран вăраннă вăхăтра çут тĕнчене килнĕ спортсменка. Çуркуннехи сарă хĕвел хĕртнĕрен ăшăрах. Ку вăхăтра вара кăмăл та çĕкленÿллĕ, тавралăх та илĕртÿллĕ. Ентеше халалланă кросс та хутшăнакансен йышне ÿстерет. Çанталăк спортпа туслисене ăмăртăва йыхравлать. Çавăнпах çулсеренех асăннă спорт мероприятийĕ пысăк йышпа иртет.

Хальхинче кросра 225 арçын ачапа хĕрача хутшăннă. Вĕсем тăватă ÿсĕм ушкăнĕнче 500, 1000, 2000, 3000 метр дистанцисене парăнтарнă. Çăмăл атлетикăна суйласа илнисем финиша пĕринчен тепри маларах çитессишĕн пур вăйран ăмăртнă. Хăшĕ-пĕрисен кăтартăвĕсене миллиçеккунт та уйăрать. Старта ачасемпе пĕрлех аслă çулхисем те тухнă. Уйрăмах спорт ветеранĕсем темиçе çухрăма парăнтарни шкул ачисемшĕн пысăк тĕслĕх пулнă.

Ăмăртăва уçнă çĕрте «Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕ Валерий Сергеев хутшăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов, Крымсарайкка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никоноров, СССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ Виктор Семенов та кроса хутшăнакансене финиша ăнăçлă çитме ăнăçу, çĕнтерÿ суннă. Галина Александрова та спортсменсене çăмăл старт сунса хавхалантарнă.

Уйрăм чупакансен йышĕнче çĕнтерÿçĕсен шучĕ сахал мар пулнă. Командăсем хушшинче те ăмăрту çивĕч иртнĕ. Кĕрхи тата çурхи тапхăрсене пăхса тухнă хыççăн куçса çÿрекен Кубока Элĕк вăтам шкулĕн команди тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене те парнесĕр хăварман. Вĕсене дипломсем, медальсем, асăнмалăх парнесем парса хавхалантарнă.

Э.ВОНИФАТЬЕВ



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 апреля 2018
11:56
Поделиться
;