Кайăксене - пулăшу
Кайăксем - пирĕн çунатлă туссем. Апла пулсан çынсен вĕсене пулăшмалла, хĕрхенмелле, апатлантармалла тата упрамалла. Пирĕнсĕр пуçне кам-ха вĕсене валли пурăнмалли условисем туса парĕ; Уйрăмах шăнкăрчсем вĕллене хăйсем ăсталаймаççĕ. Çавăнпах кайăксене пулăшас тĕллевпе Элĕк вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем вĕлле хатĕрлес енĕпе конкурса хутшăннă.
Жюри пурĕ 11 шăнкăрч вĕллине хак панă, чи ла-йăх ĕçсене палăртнă. С.Петрова, Д.Петров, А.Соколова, Д.Анисимова вĕренекенсен вĕллисем чи лайăххисем пулнă. Я.Лебедевăпа К.Ефимова иккĕмĕш вырăн йышăннă. Н.Быковпа С.Филипповăн ĕçĕсем те ăнăçлă пулса тухнă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета