Ачасене - кĕнеке
Районти ача-пăча библиотеки апрелĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа майăн 25-мĕшĕччен «Çамрăк вулакана кĕнеке парнеле» акци ирттерет. Ăна ача-пăча библиотекин фондне пуянлатас, çĕнĕ кĕнекесемпе тивĕçтерес тĕллевпе йĕркелеççĕ.
Кĕнеке фончĕ çулран-çул кивелсе пырать. Шел пулин те паянхи ачасен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтереймест. Ыркăмăллăх акци вăхăтĕнче ача-пăча библиотекине кĕнекесем парнелеме, хаçат-журнал çырăнса пама юрать. Акцие кирек кам та хутшăнма пултарать - организацисемпе учрежденисем, уйрăм çынсем, ачасем хăйсен тÿпине хывма пултараççĕ. Парнеленĕ кашни кĕнеке, хаçат-журнал хăй вулаканне тупатех. Енчен те сире ачасен пуласлăхĕ хумхантарать пулсан, районти ача-пăча библиотекин кĕнеке фондне пуянлатма тата çĕнетме кăмăл пулсан пурне те акцие хутшăнма йыхравлатпăр.