Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чиртен сыхланма вакцина пулăшать

Европăри иммунизаци эрни кăçал апрелĕн 23-29-мĕшĕсенче иртет. Ăна Раççей Федерацийĕнче Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн Европăри регион бюровĕн пуçарăвĕпе ирттереççĕ. Асăннă эрнен тĕллевĕ - вакцина тăвакансен шутне ÿстересси, иммунизаци пĕлтерĕшне çутатасси.

Иммунизаци туни чылай инфекци чирĕнчен, çав шутра, дифтерирен, столбнякран, хĕрлĕхентен, полиомиелитран, хĕрлĕ шатраран, грипран, вируслă В гепатитран тата ытти чирсенчен сыхланма пулăшать. Çак чирсем çынна вĕлерме е инвалид шутне кĕртме пултараççĕ. Енчен те çын иммунитета çирĕплетмесен çакă чылай хăрушă инфекциллĕ чире куçма пултарать.

Иммунологсем палăртнă тăрăх, прививкăсенчен хăрамалла мар. Вакцинăсем çинчен вĕрентекен наука пĕр вырăнта тăмасть: производство ĕçĕ пысăк шайра пулса иртет, çавăнпа вĕсем хăрушă мар тата усăллă. Унта тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланмалли пур механизм та кĕрет.

Çакна та палăртмалла, вакцина профилактики туса ирттернине пула пирĕн районта 2002 çултанпа хĕрлĕхенпе, 2012 çултанпа хĕрлĕ шатрапа, 2006 çултанпа эпидеми паротичĕпе, 1980 çултанпа дифтерипе тата столбнякпа чирленине регистрацилени пулман. Енчен те граждансем иммунитета çирĕплетмелли прививка тумасан вĕсем инфекци чирне пуçарма пултараççĕ. Çавăн пекех ачасене вăхăтра вакцина тăвассине те тĕпе хумалла. Сывă ачасем - пирĕн малашлăх.

Алина ДАНИЛОВА, врач-педиатр.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 апреля 2018
09:31
Поделиться
;