Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шупашкар хулинче - экскурсире

Районти АПК тытăмĕнче нумай çул ĕçлесе пенсие тухнă ватăсен Союзĕн членĕ-сен кичеммĕн ларма вăхăт çук. Николай Сергеев ертÿçĕ кашни çулах республикăри малта пыракан хуçалăхсен çĕнĕлĕхĕсемпе паллашма экскурсисене илсе каяссине аван йĕркелесе пырать. Çак кунсенче кăна Шупашкар хулинчи «Агрегат» завочĕн территорийĕнче вырнаçнă Трактор историйĕн музейне кайса куртăмăр. Кунта экспонатсем нумай. Раççейре çакнашкал музей урăх çук иккен. Унăн директорĕ пирĕн ентеш - Альберт Сергеев. Вăл пире музейпа тĕплĕн паллаштарма тăрăшрĕ.

Эпир астăвасса тырă-пулă, çĕр улми, пахча çимĕç акса-лартса ÿстерес ĕçсене пĕтĕмпех лашапа е алă вăйĕпе пурнăçланă.

Юрать-ха çĕршывра агропромышленность комплексне индустриализацилесси вăй илчĕ. Лайăх астăватпăр пирĕн уйсенче «ХТЗ», «СТЗ» маркăллă тракторсем ĕçленине. Вĕсемпе çĕре сухаласа кăпкалатнипе пĕрлех тырă вырмалли комбайнсене те çаклатса туртнă. Молотилкăсемпе авăн çапнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсем тĕлнелле гусеницăллă тракторсем кăларма пуçларĕç. Кусем«ДТ-54», «ДТ-75» маркăллисем. Черетре «МТЗ-2», «МТЗ-5», «МТЗ-50», «МТЗ-80», «МТЗ-82» Беларуçсем те пулчĕç.

Музейра ют çĕршывсенчен кÿрсе килнĕ тракторсемпе паллашма та интереслĕ пулчĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикинчи ял хуçалăх министерстви çумĕнчи «Нива» вĕренÿ центрĕнче те пултăмăр. Унăн директорĕнче те пирĕн ентеш                           Н.Якимов ĕçлет. Вăл пире центрăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Вĕренÿ центрĕ хăйĕн укçи-тенкипех тытăнса пурăнать иккен. Иртнĕ ĕмĕрте ял хуçалăхне кирлĕ специалистсене - тракториста, шофера, сварщика, электрика, осеменатора, газооператора патшалăх шучĕпе вĕрентнĕ. Халĕ вара укçа тÿлесе пĕлÿ илме тивет. Çапах та иртнĕ çул кунта 12 пин ытла çын професси илнĕ. Çав шутран тракториста 450 ытла çамрăк вĕреннĕ. Вĕренÿ учрежденийĕн курсĕсем хуласемпе районсенче те пур.

Вениамин АРХИПОВ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 апреля 2018
09:31
Поделиться
;