Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăваш сасси янрĕ-ха

Çулсеренех республикăра апрелĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлева халалласа Чăваш чĕлхи кунĕ иртет. Тăван чĕлхене юратмалла тата упрамалла текен халалĕ паян та кашни çыншăнах пĕлтерĕшлĕ, наци пĕрлĕхĕн символĕ пулса тăрать.

Чăваш Енре: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине Чăваш патшалăхăн оперăпа балет театрĕнче паллă тунă мероприятие хутшăннă. Регион Пуçлăхĕ тăван чăваш чĕлхине ăруран ăрăва вĕрентсе пыма, çитĕн-се пыракан ачасене тăван чĕлхепе вĕренессине ирĕккĕн суйласа илме, ытти халăхсен культурипе чĕлхине хисеплеме вĕрентес тесе патшалăх шайĕнчех майсем туса панине палăртнă. Апла пулин те ку ĕçрен пĕр çыннăн та тăрса юлмалла маррине пĕлтернĕ.

- Чăваш патриархĕн халалĕ паянхи кун та хăйĕн вăйне çухатман. Хăйĕн халалĕнче Иван Яковлев ăрусене тÿрĕ кăмăллă ĕçлеме, Раççее, тăван халăха, çемьене, тĕрĕслĕхе, юратма чĕнсе каланă. Çакна вара пирĕн яланах асра тытмалла, - палăртнă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов уява пухăннисене саламланă май.  

Чăваш Енри халăхсен представителĕсен Ассамблейин Председателĕ Лев Кураков вара Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева чăваш чĕлхине аталантарас, тăван халăх йăли-йĕркине упраса хăварас тата ăна ÿстерес, регионсем хушшинчи культура çыхăнăвне çирĕплетес тĕлĕшпе влаç органĕсем пулăшу панишĕн тав тунă. Çавăн пекех асăннă мероприятие РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Ен Культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ Константин Яковлев, Чăваш Наци Конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов хутшăннă.

Элĕк районĕнче: Чăваш чĕлхи кунне халалласа библиотекăсенче, вĕренÿ учрежденийĕсенче те «Яковлев вулавĕсем», «Тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи», «Анлă янăра, чăваш чĕлхи!» ятпа мероприятисем иртнĕ. Унта тĕрлĕ çулти шкул ачине явăçтарнă.

Элĕксем Чăваш Енри Наци библиотеки йĕркелекен СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕпе иртекен «Илемлĕ сăмах» регионсем хушшинчи конкурсра та çулсеренех хастарлăхпа палăраççĕ. Кăçал та унта Элĕк вăтам шкулĕнче вĕренекенсем чылаййăн хутшăннă. «Проза» номинацире А.Воинова, Т.Прокопьева, Т.Майорова, У.Леонтьева 1-мĕш степеньлĕ лауреатсем пулса тăнă. Е.Леонтьева 2-мĕш степеньлĕ лауреат ятне тивĕçнĕ.

Çавăн пекех Элĕкри ачасен ÿнер шкулĕн театр уйрăмне çÿрекенсем те асăннă конкурсран çĕнтерÿпе таврăннă. Я.Андреевăна, Р.Егорова, Т.Орловăна 3-мĕш степеньлĕ дипломсем панă. Р.Ефимовăн вара 1-мĕш степеньлĕ диплом. Çавăн пекех Яна Андреевăн пултарулăх енне туртăмĕ пысăк пулнăран асăнмалăх парнепе чысланă.  

Çÿлерех асăннă конкурсран вырăнти культура çурчĕсем çумĕнче пултарулăхне аталантаракансем те юлман. Сăмахран, Элĕкри халăх театрĕнче темиçе çулах тĕрлĕ сăнар калăплакан Виталий Филиппов, Анатри Юлăшри ачасен театр кружокне çÿрекен Анастасия Емельянова, Ехремкасси ял библиотекин заведующийĕ Алина Андреева тата Йăлкăш ялĕнче пурăнакан Любовь Свисткова 1-мĕш степеньлĕ лауреатсем пулса тăнă.

Элĕксем Наци библиотеки ирттерекен «Асамлă тĕрĕ тĕнчи - 2018» конкурсра та хăйсем чăн чăваш пулнине ĕçĕпе çирĕплетнĕ. Çитĕнекен ăрăва тăван халăх тĕрĕ-эрешĕпе паллаштарас ĕçе район шайĕнче лайăх йĕркеленĕшĕн, çĕнтерÿçĕ- сене хатĕрленĕшĕн Элĕкри литературăпа краеведени музейĕнче чăваш тĕррин кружокне ертсе пыракан Вера Степановăна ЧР Культура министерствин Тав хучĕпе чысланă. Анастасийăпа София Петровăсене конкурсра 1-мĕш вырăна тухнă ятпа саламланă, дипломсем панă.

Ку çитĕнÿсем вара аслисем çитĕ- некен ăрăва чăваш йăли-йĕркине вĕрентсе пынине, пирĕнте чăвашлăх тапса тăнине çирĕплетеççĕ.

Э.ЭЛИНА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 апреля 2018
13:41
Поделиться
;