Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тимлĕх - сыхлăха ÿстерет

Массăллă сиенлетекен хĕç-пăшалтан, регионсем хушшинчи конфликтсенче тата вăрă-хурахла ĕçсем тума йĕркеленнĕ ушкăнсенчен те хăрушăраххи паянхи куна террорла актсем шутланаççĕ. Çĕршыв хăрушсăрлăхне аркатма пултаракан терроризмран сыхланас, уйрăм çынсен, общество тата патшалăхăн интересĕсене хÿтĕлес тесен чи малтанах кашнинех кун пек лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмаллине пĕлмелле. Уйрăмах уявсенче, ытти тĕрлĕ мероприятире, халăх йышлă пулакан вырăнсенче пурин те тимлĕхе ÿстермелле. Çывхарса килекен Çуркуннепе Ĕç уявĕнче тата Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 73 çул çитнине халалласа йĕркелесе ирттерекен мероприятисенче те районти полици пайĕ хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине нимрен мала хурать. Çак тапхăрта следовательсемпе оперативлă ушкăнсен шутне ÿстерме палăртнă. Çавăн пекех ку чухне право хуралĕн сотрудникĕсемпе пĕрле ирĕклĕ халăх дружинникĕсем те йĕркелĕхе сыхлас ĕçе хутшăнĕç. Паянхи куна Элĕк салинчи лару-тăрăва тивĕçлипе сăнаса тăма сăнав камерисем пысăк пулăшу кÿреççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем 22 шутланаççĕ. Камерăсем ăçта вырнаçнине кура унти ÿкерчĕксем пĕр кăлтăксăрах районти полици пайĕн дежурнăй чаçне çитеççĕ. Пĕр сăмахпа палăртсан, пĕтĕмпех ал тупанĕ çинчи пек Çÿлерех асăннă уявсем вăхăтĕнче районти культура, вĕренÿ учрежденийĕсенче те акцисем, ветерансемпе тĕлпулусем, тематика каçĕсем, концертсем, митингсем иртнине кура шкулсемпе клубсенче те яваплисене çирĕплетнĕ. Çак ыйтăва апрелĕн 23-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов ертсе пынипе терроризмран асăрхаттарассипе ĕçлекен комисси ларăвĕнче те пăхса тухрăмăр. Александр Николаевич халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче ку енĕпе хÿтлĕхе ÿстернипе пĕрлех ачасемпе çамрăксен канăвне йĕркеленĕ чухне те çак ыйтăва пуринчен мала хумаллине, тивĕçлĕ мерăсем йышăнмаллине хытарсах каларĕ.

Дмитрий ШАКАРОВ,

участок уполномоченнăйĕсен уйрăмĕн начальникĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 апреля 2018
13:41
Поделиться
;