Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ушкăнпа - экологи субботникне

Çулсеренех çуркунне юр ирĕлсен районта урамсене, нумай хваттерлĕ çуртсем умĕнчи кил картисене, ача-пăча лапамĕсене, çулсем çывăхĕнчи территорисене тасатса тирпейлессипе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Çÿп-çапа, кивĕ курăка пуçтарассипе ĕçлеççĕ. Ку чухне, паллах, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене асăнса лартнă палăксемпе обелисксем, стеллăсем çывăхĕнчи территорисене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Кăçал та хамăр пурăнакан вырăнсене тирпейлессипе çыхăннă çуркуннехи акци апрелĕн 10-мĕшĕнчех пуçланнăччĕ. Районти ача сачĕсенче, вĕренÿ учрежденийĕсенче, хăш-пĕр предприяти-организацире йĕри-тавралли территорие тасатса тирпейленĕ. Апрелĕн 26-мĕшĕнче вара Элĕк район администрацийĕн ĕçченĕсем экологи субботникне тухнă. Кунта тăрăшакансем кивĕ курăка, çулçăсене туранă, çулсене, тротуарсене шăлса тасатнă, бардюрăсем çывăхĕнчи тăпрана хырса пуçтарнă. Çапла майпа пысăк ушкăнпа ĕçлесе хăйсен палăртнă территорие илем кĕртнĕ.

Н.СМИРНОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 апреля 2018
13:41
Поделиться
;