Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ташă конкурсĕнче палăрнă

Апрелĕн 29-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинчи «Химик» культура керменĕнче «Асамат кĕперĕн ташши - 2018» «KIDS» хореографи искусствин Пĕтĕм тĕнчери 8-мĕш фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Унта Элĕкри ÿнер шкулĕн пĕчĕк ташăçисем те хутшăннă. «Эстрада ташши» номинацире Лилия Ефимова вĕрентекен ертсе пыракан «Ладушки» кĕçĕн ушкăн «Пĕлĕт» ташăпа сцена çине тухнă. 8-10 çулхи ачасем ăсталăхĕпе палăрнă, 1-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Артемий Алексеев вара «Паянхи ташă» номинацире хутшăннă. «Урам ташши» номерпе жюрисене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă. Арçын ача çĕнтерÿçĕ пулнине палăртса кубокпа тата 3-мĕш степеньлĕ Лауреат пулнă ятпа Дипломпа чысланă.    



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 мая 2018
11:18
Поделиться
;