Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хисеп хучĕпе чысланă

Республикăри агропромышленноç комплексĕнче ĕçленĕ ветерансен союзĕн семинар-канашлăвĕ пирĕн районта иртнĕччĕ-ха. Ку хутĕнче ял хуçалăхĕнче вăй хунă аслă ăрурисем Патăрьел районне пухăннă. Канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР АПК ветеранĕсен союзĕн ертÿçи Петр Ивантаев хутшăннă. Çавăн пекех пирĕн ентеш - Элĕк енри АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ Николай Сергеев та ку мероприятирен аякра юлман. Пухăннисем тĕрлĕ объектсене çитсе курнă, ял ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Район сулмаклă утăмсемпе малалла аталаннине палăртнă. Канашлура АПК хастарĕсене хисеп, тав хучĕсемпе чысланă. Вĕсен йышĕнче пирĕн районти АПК ветеранĕсен союзĕн ертÿçи Николай Сергеев та пулнă. Николай Макарович наградăна Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, ветерансен юхăмне хастар хутшăннăшăн тивĕçнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 июня 2018
08:28
Поделиться
;