Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Музейра - хăнасем

Музейра - хăнасем

Иртнĕ канмалли кунсенче районти литературăпа краеведени музейĕ халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăлкуçĕсем» фестивальне хутшăннă Чулхула облаçĕнчи Перевоз хулинчи «Тăван юрă-кĕвĕ» вокал ансамбльне кĕтсе илнĕ.

Хăнасем валли Элĕкри музейра, этнопарк картишĕнче экскурсисем йĕркеленĕ. Вокал ансамбльне хутшăннисем тури чăвашсен йăли-йĕркипе паллашнă. Районти çут çанталăк тата культура палăкĕсемпе интересленнĕ. Элĕк çĕрĕ çинчи паллă çынсем çинчен те пĕлнĕ хăнасем.

«Тăван юрă-кĕвĕ» ансамбль Элĕк тăрăхĕнче пĕрремĕш хут пулчĕ. Фестивале йĕркелекенсене пысăк тав. Экскурсисем те кăмăла кайрĕç», - çапла çырса хăварнă хăнасем музейра.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 июня 2018
09:17
Поделиться
;