Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Волейбол вăййисем иртнĕ

Волейбол вăййисем иртнĕ

Иртнĕ шăматкун Элĕкри «Хĕлхем» спорт комплексĕнче хĕрсемпе каччăсем волейбол енĕпе зонăри вăйăсенче ăмăртрĕç. Кусем республикăри çуллахи ялти спорт вăййисемпе килĕшÿллĕн 19-мĕш хутчен иртнĕ.

Волейбол вăййисене Çĕрпÿ, Етĕрне, Муркаш тата Элĕк районĕсем хутшăннă. Финала тухассишĕн кашни команда мĕнпур вăйран тăрăшнă. Анчах та Етĕрне районĕнчи хĕрсен команди пĕрремĕш вырăна тухса финал вăййисене тухма тивĕçнĕ.

Каччăсен те тупăшу хĕрÿ иртнĕ. Пурин те финала тухас килет-çке. Анчах та пĕрремĕш вырăна тухакан команда шутне Муркашсем кĕнĕ. Пирĕн район хĕрĕсемпе каччисем зонăри вăйăсенче иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 июня 2018
09:17
Поделиться
;