Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Малта пыракансене чысланă

Çак кунсенче Чăваш Республикин потребительсен кооперацийĕн ĕçченĕсем професси уявне паллă тунă. Çавна май райпо тытăмĕнче ĕçлекенсене районти Потребительсен Канашĕн председателĕ Юрий Харитонов, райпо председателĕн çумĕ Антонина Чугунова тата профсоюз ертÿçи Алина Архипова ăшшăн саламланă. Çавăн пекех кăçалхи пĕрремĕш çурçулăн экономика ăмăртăвĕнче палăрнă сутуçăсемпе коллективсене чысланă. Çапла майпа пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле ăнăçлă тытса пырас енĕпе çĕнтерсе 1-мĕш вырăна Ураскилт магазинĕн коллективĕ (заведующийĕ - Л.Коннова) тивĕçнĕ. Иккĕмĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Хутар магазинĕ пулсан, виççĕмĕшĕнче Анаткас магазинĕн коллективĕ (заведующийĕ - Ю.Григорьева ) пулнă.

Суту-илÿ енĕпе лайăх кăтартусемпе палăракансен шутĕнче Чăваш Сурăм магазинĕнче ĕçлекенсем тата Юлăш коллективĕ пулнă. Хатĕрлев ĕçĕ-хĕлне ăнăçлă тытса пыракансен йышне Çирĕккасси тата Кĕçĕн Тăван ялĕсенчи магазинсем кĕнĕ. Обществăлла апатлану тĕлĕшпе вара Çĕмĕрле хулинчи кафе тата Элĕкри «Кулинари» малта пырать. Производство ĕçĕнче Элĕкри улма-çырла обществора ĕçлекен кондитерсен бригади тата «Прогресс» обществăра ĕçлекен 4-мĕш разрядлă З.Ананьева пекарь палăрнă. Унсăр пуçне автотранспорт водительне те Валентин Тимофеева чысланă. Стройматериалсене сутассипе Кĕçĕн Тăван ял магазинĕ пĕрремĕш вырăна тухнă. Вĕсемех çамрăк выльăх-чĕрлĕхе тата кайăк-кĕшĕке сутма та пĕлеççĕ. Тата Прашкушкăнь ялĕн коллективĕ те, Шĕмшеш магазинĕн сутуçисем те ку ĕçре маттур. Кивĕ хут пухассипе чи лайăх кăтартусемпе ĕçлекеннине - Çулавăç магазинĕн коллективне палăртнă.

Людмила Нилова секретарьшĕн те çак кун Чăваш Республикин Потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ ята илни чи пысăк парне вырăннех пулнă, Чăваш Ен потребкооперацийĕн Тав хутне Валентина Тихоновăна панă.    

Д.Кириллина.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 июля 2018
14:55
Поделиться
;