Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юбиляра чысланă

 

Юбиляра чысланă

 

Пĕчĕк Кăканар ялĕнчи Мария Петровна Александрова 90 çул тултарнă. Ăна сумлă юбилей ячĕпе Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ефимов, район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева саламланă. Вĕсем юбиляра РФ Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне, асăнмалăх парне панă. Мария Петровна 1928 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче Ассакасси салинче çуралнă. Ачаранах йывăр ĕçе хăнăхса пынă. Колхоз уйĕнче тăрăшнă. Вăрманта та тар кăларнă. Ăна «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль парса чыс тунă. Хĕр вăрçă хыççăн тăван колхозра тăрăшнă. Пĕчĕк Кăканар каччипе Иван Александровпа çемье çавăрнă. Мария Петровна дояркăра, сысна пăхаканра вăй хунă. Ăна лайăх ĕçленĕшĕн «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăпа чысланă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 июля 2018
14:55
Поделиться
;