Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Спорта - тимлĕх

Спорта - тимлĕх

Районта çуллахи вăхăтра çулленех вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлессипе пысăк ĕçсем тăваççĕ. Вĕренÿ кабинечĕсене юсаса çĕнетеççĕ, тăрă çирĕплетеççĕ, ăшă тытăмне йĕркене кĕртеççĕ, технологи оборудованийĕ, учебниксем, сĕтел-пукан туянаççĕ, пушарпа террор хăрушсăрлăхĕ енĕпе тимлеççĕ.

Яллă вырăнсенчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче физкультурăпа спорт занятийĕсене ирттерме условисем тăвас тĕллевпе халĕ Вутлан тата Тени шкулĕсенчи спорт залĕсенче юсав ĕçĕсем пуçланчĕç. Спорт объекчĕсене çĕнетме 2148,0 пин тенкĕ уйăрнă. Ку суммăпа урай юсаççĕ, чÿрече блокĕсене улăштараççĕ, душ пÿлĕмне, туалетсене, хывăнса тăхăнмалли вырăнсене йĕркене кĕртнĕ, çавăн пекех пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсене пурнăçланă çĕрте усă кураççĕ. Паянхи куна илсен, спорт залне юсасси анлă сарăлнă, чÿрече блокĕсене улăштарнă, ытти пĕтĕмĕшле ĕçсем те пыраççĕ. Районта 2014-2017 çулсенче 5 спорт зала тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Ку енĕпе Элĕк (2014 çул), Тавăт (2014), Чăваш Сурăм (2015), Мăн Вылă (2016), Мăн Ямаш (2017) шкулĕсенче пысăк вăй хунă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 июля 2018
11:23
Поделиться
;