Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сухаласа акмалла

Сухаласа акмалла

Районта усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес енĕпе ĕç-хĕл тĕллевлĕ пулса пырать. Сухаламалла тата акса хăвармалла - çакă ахаль выртакан çĕре çаврăнăша кĕртмелли тĕп çул-йĕр.

Кăçал 2181 гектар лаптăка ĕçе кĕртмелле. Çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланичченех кашни ял хуçалăх предприятинех ку енĕпе план çитернĕ. Паянхи куна илсен, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 371 гектара пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Çав шутран 255 гектарĕ çине çурхи культурăсене акса хăварнă. Усăсăр çĕрсене ĕçе кĕртессипе Йăлкăш ял тăрăхĕн территорийĕнче ăнăçлăрах ĕçленĕ. Кунта пурĕ 135,98 гектар сухаласа çемçетнĕ. Çавăн пекех Крымасарайкка ял тăрăхĕнче 99,76 гектар, Юнтапа ял тăрăхĕнче 99,46 гектар сухаланă. Ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 июля 2018
11:23
Поделиться
;