Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вырмана кĕтсе

Уй-хире вырма техникине кăлариччен шутлă кунсем юлчĕç. Çĕр ĕçченĕсем август уйăхĕн пуçламăшĕнче кĕр тыррисене вырма тухма тĕллев лартнă. Çавна май тĕш тырă комбайнĕсене, тырă тасатакан тата типĕтекен агрегатсене ĕçе хатĕрлеççĕ.

Çĕр ĕçченĕсен кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 9 пине яхăн гектар çинчен пухса кĕртмелле. Районти гостехнадзор инспекцийĕнче тĕш тырă пухса кĕртмелли комбайнсене 42 единица регистрациленĕ. Çав шутран ял хуçалăх предприятиийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен 11, уйрăм çынсен 31 единица. Кăçал вырма вăхăтĕнче СК-5 «Нива» комбайнсăр пуçне хăватлăраххисем те ĕçлĕç. Уй-хирте «Вектор-410», КЗС-1218-29 «Полесье», ACROS-530, Дон-1500 комбайнсем те ĕçе кÿлĕнĕç. Кÿршĕ районсенчи комбайнсем те тырă вырма хутшăнĕç.

Хальхи вăхăтра хуçалăхсем тата уйрăм çынсем вырма техникине çулленхи техника тĕрĕслевне хатĕрлеççĕ. Районти гостехнадзор инспекцийĕ ку енĕпе график хатĕрленĕ. Уйрăм çынсем техника тĕрĕслеттерме пуçларĕç те ĕнтĕ. Техника тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче юсавлăха тишкернипе пĕрлех пушар сÿнтермлели хатĕрсем (огнетушитель, кĕреçе, хăйăр тата шыв савăчĕсем) пуррине те тĕрĕслетпĕр.

Константин МАЙОРОВ, гостехнадзор аслă инспекторĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 июля 2018
11:23
Поделиться
;