Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кĕнеке кăларнă

Нумаях пулмасть «Чувашия» Издательствăпа полиграфи комплексĕнче «Çăкăртан асли çук» ятпа кĕнеке 300 экземплярпа пичетленсе тухнă. Вăл Чăваш Республикинчи Агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен союзĕн Элĕкри организацийĕ тимленипе кун çути курнă. Унта иртнĕ çулсенче районти ял хуçалăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнă, ял хуçалăх предприятийсене ертсе пынă ертÿçĕсен кун-çулĕпе паллашма пулать. Çавăн пекех кĕнекере Элĕк районĕн ял хуçалăх управленийĕ йĕркеленни, Раççейри тата Чăваш Енри Аграри партийĕн аталанăвĕ çинчен каласа панă, тĕрлĕ пичет кăларăмĕсенче кун çути курнă материалсене пухса хатĕрленĕ. Ку кĕнекепе диплом е шкулсенче проект ĕçĕсем хатĕрленĕ чухне студентсемпе шкул ачисем те усă курма пултараççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 сентября 2018
09:25
Поделиться
;