Кама мешетлет?
Çул-йĕр паллисем мĕн тума кирлĕ-ха? Тем тесен те ку ыйту хуравне тупма йывăрах мар. Вĕсем çул-йĕр çинче автотранспорт юхăмне йĕркелес, водительсемпе çуран çÿрекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе кирлине ача сачĕн сукмакне такăрлатакан шĕвĕрккесем те аванах пĕлеççĕ. Анчах та хăш чухне çуран çÿрекене-ши е автотранспорт водителĕсене уйрăмах муниципалитет çинче шутланакан çулсем çинче ятарлă паллăсем усăсăр ларнăн туйăнаççĕ-тĕр? Те ĕçсĕр аптранăран, те килте пĕр-пĕр çĕрте усă курас тĕллевлĕ пулнăран вĕсене кăлара-кăлара каяççĕ. Нумаях пулмасть районти çулсем çинче черетлĕ тĕрĕслев ирттернĕ чухне каллех нормативсене тĕпе хурса вырнаçтарнă 7-8 çĕрте ятарлă паллăсем кăларса кайнине асăрхарăмăр. Асăннă паллăсене çĕнĕрен тума, вырнаçтарма каллех бюджет укçи-тенки кайнине, вĕсене çĕнĕрен тума тăкакланакан укçана урамсенчи, ытти çĕрти çулсене пăхса тăма, шăтăк-путăка саплама, урамсене тасатма ярсан тем пекех аван пулмаллаччĕ. Сăмах май, пĕр çул-йĕр паллин щитне хатĕрлеме вăтамран 700-900 тенкĕ тăкаклама тивет. Çулсеренех вара районти çулсене пăхса тăракан организацисем 30-40 çĕнĕ паллă вырнаçтараççĕ.
Тепĕр самант çинче те чарăнса тăмасăр иртейместĕп. Хăш-пĕр çамрăксемех ĕнтĕ темĕнле сăлтава пула ялсене палăртакан паллăсене сăрăпа сăрласа ячĕсене улăштараççĕ. Акă, сăмахран, Кивуй ялĕнче пурăнакансем хăйсен ялне çĕнĕ ят панă. Кивуйран «ЖИВОЙ» туса хунă.
Çул-йĕр паллисене пăсни е вуçех те кăларса илни çынсем суранланнипе çыхăннă инкек патне илсе çитерме пултарнине пурин те асра тытасчĕ.
Александр ТЕРЕНТЬЕВ,
район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ.