Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тутлă апат-çимĕç ăстисем

Çулталăка ăнăçлă вĕçлесси районти потребительсен обществин ĕçченĕсемшĕн ырă йăла пулса тăнă. Обществăлла апатлану тытăмĕнче вăй хуракансем, сăмахран, Çĕнĕ çула тивĕçлипе кĕтсе илчĕç.

Ырă тĕслĕхĕшĕн таçта аякка та каймалла мар. «Тĕлпулу» ресторан çумĕнчи цехра, акă, мĕнле кăна тутлă апат-çимĕç хатĕрлемеççĕ-ши? Пĕчĕк йышах пысăк ĕç тăвать. Кунта пиллĕкĕн вăй хураççĕ. Валентина Максимова, Галина Яковлева, Ирина Зиновьева, Лариса Григорьева тата Ольга Платонова. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пархатарлă та хисеплĕ. Кăпăшка чуста, кукăль ăшĕсене хатĕрлемелле-и, хыççăн кукăлĕсене, икерчĕсене килĕшÿллĕн маçтăрламалла-и, кăмакана лартса пĕçерсе илмелле-и - ĕç конвейерĕ пĕр тикĕс шăвать. Тĕрлĕрен вĕтĕ кукăльне тунипех лăпланмаççĕ хĕрсем. Чустаран тата ытти кăпăшка нумай-нумай çимĕç янтăлама тахçанах хăнăхса çитнĕ. Кондитер изделийĕсене те пĕлсе, асăнса та пĕтереймĕн. Тĕлĕнмелле те - çимĕçсен ассортименчĕ 70-80 таранах. Вĕсене ăсталама мĕн тери пултарулăх, çаврăнăçулăх, тимлĕх кирлĕ.

Кунта ĕçе хăнăхса çитни, пĕр-пĕринчен вĕренни пĕлтерĕшлĕ ĕнтĕ. Авăнмасăр, вăй хумасăр нимĕн те пулманни те паллă. Хĕрсен хастарлăхĕ те иксĕлмест. Валентина Максимова, сăмахран, кондитер цехĕнче çирĕм сакăр çул ырми-канми тимлет. Вăл чăн-чăн апат-çимĕç ăсти пулса тăнă. Ахальтен мар ăна аслă кондитера шаннă. Валентина Борисовна ертсе пынипе ĕç кал-кал пырать те. Ун хыççăнах Галина Яковлева та «хăвалать». Унăн та ĕç стажĕ пысăк. Ирина Зиновьевăпа Лариса Григорьева та пĕри тепринчен правур. Юлашки вăхăтра йыша Ольга Платонова çамрăк хушăннипе пурте кăмăллă. Вăл, хулара ĕçленĕскер, торт хатĕрлеме маçтăр иккен.

Цехра çĕнĕлĕхе мала хуни те палăрать. Продукци ассортиментне ÿстерсе пыни çавăнтан килет те.  Торт хатĕрленĕ чухне мастикăпа усă курма пуçлани те ырă пулăм. Обществăлла апатлану предприятийĕн директорĕн Ольга Ивановăн, унăн çумĕн Наталия Харитоновăн тÿписем те пысăк цех ĕçĕнче. Вĕсем производствăри йĕрке, ĕç-хĕл енĕпе çирĕп ыйтаççĕ. Çав хушăрах вĕрентсе, пулăшса, хавхалантарса пыракансем те. Тăрăшуллă йышра ĕç вĕресе кăна тăрать. Пĕр кунра кăна нумай апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Çапла майпа уйăхсерен план-задание чыслăн пурнăçласа пыраççĕ. Çавна кăмăлпах палăртрĕ те райпо канашĕн председателĕ Юрий Харитонов.

Кондитер цехĕн ĕçченĕсен тутлă кукăлĕсене, ытти çимĕçĕсене Элĕк енре астивмен çын çук та пулĕ. Вырăнти кулинари лавккинче тавар лайăх каять. Фаина Константиновăпа Светлана Викторова сутуçăсем çынсен ыйтăвне туллин тивĕçтереççĕ. Тутлă çимĕçсем вырăнта кăна сутăнмаççĕ-ха. Вĕсене Элĕк енри пур суту-илÿ точкисене те çитереççĕ, çавăн пекех Çĕмĕрле районне те.

- Юлашки вăхăтра çынсен саккасĕсене пурнăçлассипе те ĕçлетпĕр. Туй, юбилей ирттерме, ытти савăнăçлă уявсем валли, çавăн пекех çынна юлашки çула ăсатма пирĕн пулăшу кирлĕ-и - кăмăлпах, вăхăтра тивĕçтеретпĕр. Саккас пулсан-и - канмалли кунсенче те ĕçлетпĕр, - хавхаланса пĕлтерчĕ Валентина Максимова аслă кондитер. Вăл тата ĕçтешĕсем тавар туянакансемпе яланах туслă çыхăнура пуласса шанаççĕ. Малашне те тутлă кукăль-çăмахпа тивĕçтереççĕ.

Елена ТИМОФЕЕВА.



11 января 2019
14:52
Хроника
Поделиться