Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шĕмшешсем пушартан сыхланас тесе кĕлĕ вуларĕç

Шĕмшешсем пушартан сыхланас тесе кĕлĕ вуларĕç

Районта  çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 14 пушар регистрациленĕ. Вĕсен шутĕнче кил-çурт, пурлăх вутра çунса кĕлленнĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Шел пулин те, çын пурнăçĕ те вăхăтсăр татăлать. Шăпах нумаях пулмасть Шĕмшеш ял тăрăхĕнче çакăн пек инкек пулчĕ те, икĕ арçын пушарта вилчĕ.

«Хĕрлĕ автан» алхаснине нимĕнле асар-писер çанталăкпа та танлаштараймăн. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнни кăна пулăшу парасси куç кĕрет. Ҫакна Шĕмшешсем те аванах ăнланаççĕ, çавăнпа та майăн 1-мĕшĕнче вĕсем Шĕмшеш тата Ҫулавăç чиркĕвĕсен настоятелĕпе Николай Морозов иерейпа пĕрле пушар хуралĕн ĕçченĕсем ирттернĕ мероприятире пулчĕç. Кунта районти пушар надзор пайĕн начальникĕ Анастасия Гордеева, Алексей Мешков дознаватель, Андрей Игнатьев пожарнăй, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Марков хутшăнчĕç.

Пушартан сыхланас тĕлĕшпе ирттернĕ мероприятире малтан чиркÿ тавра хĕрес йăтса кĕлĕ вуласа утрĕç, кайран Шĕмшеш салин урамĕсемпе иртрĕç. Сурăмпуç Шĕмшеш, Элеккеньушкăнь, Прашкушкăнь, Ҫĕнушкăнь ялĕсен урамĕсене те тимлĕхсĕр хăвармарĕç.

Анастасия Гордеева ял çыннисемпе калаçу ирттерчĕ, пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен ас тумалли хутсем валеçсе пачĕ.



06 мая 2019
10:43
Поделиться