Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Июнĕн 6-мĕшĕнче – Хураçтÿ уявĕ

Ĕлĕкхи йăлапа пыракан Кĕçĕн Тăван ялĕнчи Хураçтÿ уявĕ кăçал июнĕн 6-мĕшĕнче, кĕçнерникун, пулать. Ăна яланхи пекех Мăнкун хыççăн 40 кунтан, Турă пĕлĕте çĕкленнĕ кун, ирттереççĕ. Пуçарулăх ушкăнĕ уяв йĕркине çирĕплетнĕ те ĕнтĕ.

Вăл икĕ пайран тăрать: кăнтăрла халăха хамăр тăрăхри пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ савăнтарĕ, пурне те вăйăсемпе аттракционсем , суту-илÿ палаткисем илĕртĕç, шÿрпе-шашлăкпа, кăпăклă сăрапа та сăйланма май пулĕ.

Каçхине вара Хураçтÿ уявĕн лапамĕнче Шупашкар хулинчен килнĕ чăваш эстрада юрăçисем  Александр Ильин, Алёна Акăшпи тата Александр Сорокин илемлĕ юрăсемпе кăмăла уçĕç. Ун хыççăн хаваслă ташă каçĕ пулĕ. Ырă сунса кĕтет пурне те Кĕçĕн Тăван ялĕ!



04 июня 2019
11:08
Поделиться