Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ÿркенмесен ăнăçу пулатех

Ÿркенмесен ăнăçу пулатех

Юлашки çулсенче Элĕк районĕнче хресчен-фермер хуçалăхĕсене йĕркеленĕ тĕслĕхсем сахалах мар-ха. Ытларах чухне çак ĕçе çамрăксем пуçарни уйрăмах кăмăла çĕклет. Ураланма, пуçламăш йывăрлăхсене çĕнтерме патшалăх енчен вĕсене пулăшу пани пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни пуриншĕн те каламасăрах паллă. Çакă ĕнтĕ яшсемпе хĕрсене, çамрăк çемьесене тăван кĕтесрех хăварма май парать те. Хăйсен ĕçне пуçарнисем Ехремкасси ял тăрăхĕнче уйрăмах йышлă вĕсем.

Иртнĕ кунсенче вара вĕсенчен пĕринпе, Вутланта пурăнакан Алексей Сапожников çамрăк фермерпа, курнăçма тÿр килчĕ те. Кăнтăр апачĕ тин çеç иртнĕччĕ, 36-ри çамрăк вара апатланса фермăна çитме те ĕлкĕрнĕ. «Хурçă утпа» картишĕнче çÿрекен ĕне выльăх валли пичкепе шыв турттарса килчĕ. Ун хыççăн çине кивĕрех спецовка тăхăнса ячĕ те ашшĕ аппаланакан тепĕр трактора юсама пикенчĕ вăл.

- Çĕр çинче ĕçлемелли вăхăтсем иртсе кайрĕç пулин те çуракине валли техникăна халех юсаса лартнине нимĕн-те çитмест. Юлашки вăхăтра темĕн чăхăмлама пуçларĕ-ха, - сăмахлать çÿллĕрех кĕлеткеллĕ çамрăк. Калаçăва малалла тăснă май техника чĕлхине хăйĕнчен ытларах ашшĕ ăнланнине, вăл ĕмĕр тăршшĕпех тăван «Волга» хуçалăхра инженерта ĕçленине пĕлтерет.

Сăмах май, çывăх çыннисене курах ĕнтĕ хăй те пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Шкул пĕтерсенех экономист-бухгалтер специальноçне алла илнĕ те Калинин ячĕллĕ ял хуçалăх предприятинче ĕçлеме пуçланă. Ун хыççăн «Волга» хуçалăхра тăрăшнă. Предприяти ĕçĕ хавшасан Мускава иленнĕ. Пĕр вăхăт строительство енĕпе ĕçлекен фирма та йĕркеленĕ. Тăван кĕтес илĕртнĕрен каярахпа ăна Шупашкара куçарнă. Çапах та чуна темĕн канăç паман, çĕр ĕçĕ илĕртнĕ тейĕн.

Çакăн чухне ĕнтĕ Алексей çывăх çыннисемпе, мăшăрĕпе канашласа хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелеме, ĕне выльăх ĕрчетме тĕллев лартнă та.

Татмăш çывăхĕнче çĕр арендăна илнĕ. 20 пуç шултăра мăйракаллă выльăх тытмалăх вите çĕкленĕ. Шыв кĕртнĕ.

 - Унта ĕне выльăх йышĕ пысăках пулманран тислĕке кăларма транспортер вырнаçтарман, алă вĕççĕнех хыратпăр, - каласа парать Алексей Валерьевич.

Хальлĕхе кунта 16 пуç ĕне тăрать, темиçе пăрушкана та курма тÿр килчĕ. Кунта хуçаланакан ĕнесем хальлĕхе ăратлисем мар-ха, вырăнтисем. Кăштах аталанса вăй илсен вара çамрăк фермер ăратлисене туянма палăртать.

Пĕр ферма çурчĕпе те çырлахса ларасшăн мар-ха. Çитес тапхăрта стройка ĕçĕсем пуçланассине нумаях пулмасть кÿрсе килнĕ кирпĕчсем, ытти строительство материалĕсем те çирĕплетеççĕ. Хăйĕн ĕмĕт-тĕллевĕ пысăк пулнине вара вăл кăçал республика шайĕнче ирттернĕ конкурсра та çирĕплетсе панă. Алексей Сапожников «Çамрăк фермер» программăпа 3 миллион тенке яхăн Гранта тивĕçнĕ. Асăннă суммăн пĕр пайĕпе вĕр çĕнĕ хăватлă МТЗ туяннă, утă-улăм пресламалли агрегатпа та пуянланнă фермер хуçалăхĕ. Çитес тапхăрта тепĕр «хурçă ут» туянасси çинчен шутлать Алексей Валерьевич. Пĕр пăхсан фермерăн машинăпа трактор паркĕ çав териех чухăнмар-ха. Сухаламалли, тырă-пулă акмалли агрегатсем те, комбайн та пур. Паллах, хăшĕ-пĕри кивĕрех. Тивĕçлипе тимлĕх уйăрсан сахал мар усă кÿрĕç вĕсем те.

А.Сапожников пĕлтернĕ тăрăх, малтанхи тапхăрта ĕнесене сăвассине хăйсен вăйĕпех пурнăçланă çамрăксем. Паллах, Марина мăшăрĕ пысăк пулăшу кÿнĕ. Халĕ вара хăйне пулăшма икĕ çынна явăçтарать. Василий Васильевпа Татьяна Егорова ĕнесене сăваççĕ. Чĕр тавара вара патшалăха параççĕ.

- Хальлĕхе ĕне выльăхран çав териех тупăш илетпĕр теме çук-ха. Сăвăма, ÿт хушаслăхне ÿстерес ĕçре унччен малтан хуçалăхра зоотехникра, ветеринарта ĕçленĕ пĕлĕшсемпе канашлатпăр. Кулленхи рационра утă-улăм та, çăнăх та, тымар çимĕçсем те, силос та, тĕрлĕ   микрохутăшран пуян витаминсем те пур-ха. Пăрушкасене те сахал мар тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр, - ĕç-хĕлпе паллаштарать çирĕп кил хуçи. 

Тăрăшсан, ÿркенмесен ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртме май пуррине шанать Алексей. Экономист-бухгалтер пулнăран отчета налук органĕсене, ытти çĕре хăех тăратать. Хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă вăл.

Паян республикăра анчах ĕçлеме пуçлакан фермерсене паракан патшалăх пулăшăвĕ пĕлтерĕшлĕ тĕрев пулни иккĕлентермест. Вăл ял çыннине чăнахах та ял хуçалăхне аталантарма шанчăк парать. Çапла майпа вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса илесси ÿсет. Çавăн пекех çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшать. Çакă вара кунта пурăнакансен, районăн ырлăх-пурлăхĕ ÿсесси çине витĕм кÿрет те. 



15 ноября 2019
10:40
Поделиться