Библиотека çĕнелет, никĕсĕ те çирĕпленет
«Кĕнеке - çын туса кăларнă чи пысăк пĕлтерĕшлĕ культура япалисенчен пĕри. Çакă такамшăн тĕлĕнмелле ан пултăр та, çавăнпа та кирек хăш çĕршывăн культуринче те библиотека тĕп вырăн йышăнать. Енчен те университетсемпе институтсем çухалсан та лайăх йĕркеленĕ библиотека пулсан культурăна çĕнĕрен чĕртсе тăратма май пур», - çакăн пек палăртнă Раççейри паллă филолог тата культуролог Дмитрий Сергеевич Лихачев.
Паян библиотекăсем çынсене кĕнекесемпе анчах тивĕçтермеççĕ-ха. Хăйне евĕрлĕ культура, вĕренÿ, ăс-хакăла аталантаракан центрсем шутланаççĕ. Тĕрлĕ ăру çыннине пĕр çĕре пухаççĕ. Çакна Элĕкри тĕп, ача-пăча, ялсенчи вулавăшсенче ирттерекен мероприятисем те çирĕплетеççĕ. Эппин, ачасене те, аслăрах ÿсĕмрисен кăмăлне туллин тивĕçтерес тесен вулавăшсен те паянхи пурнăçпа пĕр тан утмалла, килен-каяна хăтлăхĕпе илĕртмелле, хăрушсăрлăха та куçран вĕçертеймĕн.
Çакна тата Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2019 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче кăларнă «Чăваш Республикинчи çынсен пурнăç пахалăхне ÿстермелли хушма мерăсем çинчен» Указне тĕпе хурса Элĕкри тĕп тата ача-пăча вулавăшĕсенче пысăк юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă та.
- Элĕкри культура çуртне 1993 çулта хута янă. Унтанпа вулавăшсенче çав териех пысăк юсав ĕçĕсем ирттерменпе пĕрех. Иртнĕ çулсенче культура çурчĕн тăррине çĕнетнĕрен вулавăш ĕçченĕсене пăшăрхантаракан чи çивĕч ыйту татăлчĕ. Çурт тăрри вырăнăн-вырăнăн шăтнăран библиотекăна та шыв анатчĕ-ха унччен. Çавна пулах стенасем те тĕссĕрленнĕччĕ, тахçанах юсав ĕçĕсене кĕтеттĕмĕр, - калаçу пуçламăшĕнчех палăртать Раиса Гордеева директор. Электротытăма та пĕлтĕр пĕтĕмĕшле улăштарнă.
Çÿлерех асăннă Указпа килĕшÿллĕн библиотекăра юсав ĕçĕсем ирттерме май пулнипе Элĕк район администрацийĕ те çакăнтан пăрăнса юлма пултарайман. Проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе тăратнă. Юсав ĕçĕсене кам ирттерессине палăртас тĕлĕшпе конкурс та ирттернĕ. Çĕмĕрлери подряд организацийĕ выляса илнĕ-ха ăна. Сăмах май, Элĕксем ку енĕпе пуçарулăхпа та палăрнă-ха. Çĕршывра коронавирус эпидемийĕ пуçланиччен асăннă ĕçсене пурнăçлама хăйне евĕрлĕ ирĕк илнĕ. Çав вăхăтрах ытти муниципалитетсенче ĕçе вăраха тăсса янăран юсав ĕçĕсене ирттерме чарнă. Тĕп вулавăш директорĕ пĕлтернĕ тăрăх, апрелĕн çурринче ĕçлеме пуçланă-ха строительсем.
- Унччен мачча çинче пенопласт плиткăсемччĕ пирĕн. Çакă вара пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтермест. Çавăнпа та строительсем вĕсене вистесе маччасене тÿрлетрĕç. Стенасем те шыв кайнăран вырăнăн-вырăнăн самаях япăхнăччĕ. Вĕсене те сăрласа тикĕслерĕç. Урайне те тÿрлетнĕ, линолиум сарнă. Чăн-чăн специалистсемех пулнăран асăннă ĕçсене кĕске вăхăтрах тата типтерлĕ пурнăçлани кăмăла çĕклет, - пÿлĕмсенчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă май пĕлтерет Раиса Митрофановна.
Ача-пăча библиотекин сăн-сăпачĕ те улшăннă. Унччен стенасене илемлетнĕ пластик панельсене пĕтĕмĕшле вистенĕ, ачасене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен материалсемпе усă курса хăтлăх кĕртнĕ. Пур çĕрте те алăксене çĕнетни те тÿрех куçа курăнать. Пĕтĕмпе икĕ миллиона яхăнлăх юсав ĕçĕсене ирттереççĕ Элĕкри тĕп тата ача-пăча вулавăшĕсенче.
Хăтлăх кĕртнипе пĕрлех пурлăхпа техника никĕсне те çирĕплетеççĕ библиотека ĕçченĕсем. Р.М.Гордеева пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ сĕтел-пукан, хальхи йышши кĕнекесен çÿлĕкĕсем килсе çитнĕ ĕнтĕ. Ачасемпе, йышлă халăхпа тĕрлĕ мероприяти ирттерме микрофонсемпе те, пысăк экранпа та, видеопа та тивĕçтернĕ. Ача-пăча библиотекине те малашне вĕтĕр-шакăр ытларах çÿреме пуçласси иккĕлентермест. Кунта пĕчĕккисен ăс-хакăлне аталантарма пулăшакан интерактивлă доскапа глобус килнĕ те ĕнтĕ. Тата ытти хальхи йышши техника туянма пĕтĕмпе 600 пин тенкĕ уйăрнă.
- Пурлăх никĕсĕ çĕнелнипе пĕрлех кĕнекесен фончĕ те пуянланнине палăртма уйрăмах кăмăллă. Пĕр миллион та 400 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ литература килчĕ. Асăннă кĕнекесем хушшинче вырăс литературипе пĕрлех хамăрăн Чăваш кĕнеке издательстви пичетлесе кăларнă тĕрлĕ жанрлă кĕнекесем йышлă пулни те савăнтарать. Ача-пăча, аслăрах ÿсĕмрисем валли те темĕн чухлех, - савăнăçне пытараймасть библиотека тытăмĕнче 41 çул, вăл шутра 18 çул директорта ĕçлекен этемлĕхĕн черчен пайĕ.
Раиса Митрофановна пĕлтернĕ тăрăх, вулавăшсенче юсав ĕçĕсем июнь уйăхĕнче вĕçленмелле. Строительсем пÿлĕмсене хăтлăх кĕртессине вĕçленипе пĕрлех сĕтел-пукана та вырнаçтарса пыраççĕ. Библиотека ĕçченĕсем вара кĕнекесене майлаштараççĕ.
Çакна та асăнса хăвармалла, районти тĕп библиотекăра юсав ĕçĕсем, ялсенчисем çĕршыври эпидеми лару-тăрăвне пула çынсене йышăнмаççĕ пулин те пачах та ĕçлемесĕр лармаççĕ. Республика, Раççей шайĕнче иртекен онлайн-мероприятисене хастар хушăнаççĕ, унта вара ачасене те, аслăраххисене те явăçтараççĕ.
Эльвира КУЗЬМИНА.